Ĕçлекенсем пулсан ял çĕкленет
Виçĕмкун районта пĕрлехи информации кунĕ иртрĕ. Республика представителĕсем ялсенче пулса халăхпа ĕçлĕ калаçусем йĕркелерĕç.
Чăваш ен Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕпе Владимир Мидуковпа тата район пуçлăхĕпе Анатолий Кузьминпа Санарпуçĕнче иртнĕ тĕл пулура калаçу акă республикăн социаллă экономика ыйтăвĕсем тавра пычĕ.
ЧР Президенчĕ Н.Федров ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвне тишкерессине тата пурнăçа кĕртмелли çул-йĕрсене палăртассине кун йĕркин тĕп ыйтăвне кĕртнĕрен, В.Мидуков унта халăхăн пурнăç условийĕсенен лайăхлатассипе кăтартнă тĕп пунктсем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Чи çивĕччисен шутĕнче - пахалăхлă шыв ыйтăвĕ. Республикăра ăна татса парассипе миллиардшар тенкĕ укçа уйăраççĕ. Чи пысăк объектсенчен пĕри - пирĕн районта Мăн Çавал çинче çĕкленекен шыв хранилищи. Вăл вăрнарсене çеç мар, кÿршĕлле районсене те пахалăхлă шывпа тивĕçтерме май парĕ.
Республика Президенчĕн указĕпе кăçал ялсене хытă çулпа çыхăнтарас ĕçе вĕçлемелле. Çул-йĕр строительствинче кĕтекен тепĕр пĕлтерĕшлĕ тапрăх вăл - ял хушшисене асфальтпа хытарасси. Вăл планпа 2009-2010 çулсенче пурнăçланĕ.
Халăха çурт-йĕр çавăрма пулăшассине паян патшалăх тимлĕхре тытать. Çамрăк çемьесене, ял хуçалăх специалисчĕсене кÿнĕ пулăшăвăн хисепĕ пысăк. Çĕнĕ проектсем те çук мар. Калаçу нумай ачаллă, тупăш сахал илекен çемьесен пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшасси пирки пырать. Вĕсене çурт-йĕр çавăрма уйăракан укçа хисепĕ, малатанласа пăхнă тăрăх, пилĕк миллиард тенкĕрен кая пулмалла мар.
Республика представителĕ «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕн ыйтăвне хускатни те ахаль мар. Республикăра 2012 çулчченхи аталану программине йышăннă. «Паян ял çыннисене ĕç вырăнĕсем туса парасси тĕп вырăнта тăрать. Йывăрлăхсем çук мар, анчах ĕçлекенсем, пуçаруллă ертÿçĕсем пулсан ял малашлăхĕшĕн пăшăрханма кирлĕ мар»,- терĕ вăл.
Район пуçлăхĕ хăйĕн сăмахне демографии лару-тăрăвĕпе пуçларĕ. Юлашки икĕ çулта ырă еннелле сулăннă улшăнусем пур, анчах та вилекенсем паян çав-çавах çут тĕнчене килекенсене «çĕнтереççĕ-ха». Районпа илес пулсан, Вăрнар хула тата Çĕрпел ял поселенийĕсенче кăна кăтартусем лайăхрах.
Анатолий Кузьмин санарпуçсене савăнтарма та манмарĕ: ку ял тăрăхĕн территорийĕнче кăçал çĕнĕ çул хывма, ялти культура çуртне тĕслĕхлисен шутне кĕртме палăртнă.
Ял çыннисен те ыйтусем çук мар. Нумайăшне ача садĕнче тепĕр ушкăн уçма май килменни пăшăрхантарчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн ахăрсамана тапхăрĕнче малашлăха пăхмасăр садикăн иккĕмĕш хутне ветерансен çуртне пани кăларса тăратнă та ĕнтĕ çак ыйтăва. Халĕ вăл республика харпăрлăхне куçнă, анчах та район пуçлăхĕ ку ыйту çак залра кăна юлмассине, унпа малашне те ĕçлессине пĕлтерчĕ.
Информаци кунĕн кун йĕркинче çавăн пекех Раççей Президенчĕн суйлавĕн ыйтăвĕ те пулчĕ. Делегаци пухăннисене тĕрĕс утăм тума чĕнрĕ, çĕршыв пуласлăхĕ кашнин аллинче пулнине каларĕ.
Калаçу республикăри Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисене пĕрлештерсе пĕр хула округĕ туса хурасси пирки те пычĕ. Кун çинчен массăллă информаци хатĕрĕсем пĕрре маар çырчĕç-кăтартрĕç. Паллах, икĕ хулана пĕрлештернин паха енĕсем чылай, вăл вун-вун тĕллеве пурнăçа кĕртме май парать. Чи малтан, паллах, инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерме, транспорт инфратытăмне аталантарма т.ыт.те.
Ку ыйту хальлĕхе татăклă мар-ха. Ăна икĕ хула çыннисен шухăшĕ çинче йĕркеленĕ референдум татса парĕ.
Пĕрлехи информаци кунне çавăн пекех шалти ĕçсен Вăрнар райĕнĕнчи пайĕн пуçлăхĕ Федор Тимофеев, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Ольга Казакова тата «Вурнарыдорстрой» акционерсен уçă обществин генеральнăй директроĕ Иван Куликов та хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.