Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ашшĕсен уявĕнче

Хĕллехи юлашки уйăхăн 23-мĕшĕ - пуриншĕн те кĕтнĕ кун. Хаваслă, ырă туйăмсем парнелекен кун. Февралĕн 23-мĕшĕнче эпир аттесемпе асаттесене, пиччесемпе шăллăмăрсене - Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисене - чысласа мухтатпăр, уяв ячĕпе чĕререн саламлатпăр.

Чăн-чăн арçынсем кăна патшалăха тата унта пурăнакансене сыхлама, çĕр-шыва тăшмансенчен çирĕп хÿтĕлеме тивĕçеççĕ-çке. Арçын ачасем мĕн  пĕчĕкрен ашшĕсемпе аслашшĕсен ырă тĕслĕхĕсене курса çитĕнеççĕ, вĕсем пек пулма тăрăшаççĕ. Мăн асаттесемпе асаттесен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчи паттăрлăхне аса илер-ха тата. Миллионшар çын, хăйсен пурнăçĕсене  шеллемесĕр вăрçă хирĕсенче тăван çĕр-шывшăн  пуçĕсене хунă, тăшмана  тăван çĕрсем çинче ирĕклĕн утма паман. Çакăн пек манăçми паттăрсене, паянхи çĕр-шыв хÿтĕлевçисене - çар çыннисене, Раççейĕн хĕç-пăшаллă вăйĕсен ретĕнче службăра тăнисене тата пулас хÿтĕлевçĕсене - çамрăк яшсемпе пĕчĕк каччăсене чыслатпăр февралĕн 23-мĕшĕнче.

Калининăри ача садне те ашшĕсем уява чылайăн пухăнчĕç. Вĕсене хаваслăн саламлас тĕллевпе ывăлĕсемпе хĕрĕсем  нумай вăхăт хатĕрленнĕ, çĕнĕ юрăсемпе ташăсем вĕреннĕ. Çĕр-шыв хÿтĕлевçисене халалласа йĕркеленĕ утреннике пултаруллă воспитатель И.Матвеева ертсе пычĕ. Кашни ушкăн концертра хăйĕн пултарулăхне пуренлĕ те туллин кăтартрĕ, ашшĕсем умĕнче никамăн та намăс курас килмерĕ ахăртнех. Чи пĕчĕккисем, акă, юратнă çыннисене ташă çеммипе  çаврăнса саламларĕç.

Паянхи кун сăвăсем те, юрăсем те пурте аттесемпе асаттесем çинчен пулчĕç. Вăтам ушкăна çÿрекен ачасем те хăйсен ашшĕсем чи пултаруллисем, чи ăстисем тата ăслисем пулнине çирĕплетрĕç юрăра. С.Семенова шăрантаракан илемлĕ юрă та кашнин кăмăлне тыткăнларĕ. Аслă ушкăнри каччăсемпе хĕрсен такмакĕсем мĕнле хÿхĕм янăрарĕç тата - ачасем пĕринчен тепри маттуртарах вĕт. Тавракурăма анлăлатакан вăйăсем, илемлĕ юрăсемпе шÿтлĕ такмаксем, хитре ташăсем - уяв программи пурин кăмăлне тивĕçтерчĕ теме юрать. Ачасем ашшĕсем валли хăйсен пĕчĕк çапах та пултаруллă аллисемпе ăсталанă парнесем юратнă çыннисен чунĕсене татах та ытларах ăмăртрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 февраля 2008
00:00
Поделиться
;