Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хăнара - вăрçă ветеранĕ

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ тĕлне кашни  çулах  ветерансемпе  тĕл  пулусем  йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Çакă  уйрăмах  вĕренекенсемшĕн  пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен   шăпах     вĕсене - çĕршывăн   пулас   хÿтĕлевçисене – патриотла воспитани пани кирлĕ.

Анчахрах  акă    5-мĕш «б»  класра   вĕренекенсем   Николай Васильевич   Игонина хăнана чĕнчĕç.  Вăрçă ветеранĕ хăйĕн йывăр ачалăхне, вăрçă кунĕсене хурлăхлă туйăмпа аса илчĕ.  Вăрçăра ачасем  çук  теççĕ пулин те, Николай Васильевичăн çамрăклах   вут-çулăма   кĕме   тивнĕ.       Снаряд-бомбăсем çÿçентерекен саспа ÿксе çурăлнине, кашни утасрах сыхлакан хăрушла  самантсене   нихăçан  та   асран   кăларас  çук  вăл. «Сирĕн   çак    нушана   курмалла   ан   пултăр»,-  терĕ    вăл вĕренекенсемпе сыв пуллашнă май.

Иртнĕ вăрçă çулĕсем хыçра юлнă пулин те, вĕсен паттăрлăхĕ яланах  пирĕн  асăмра.  Уяв  ячĕпе сире, хаклă   ветерансем, вăрçă ачисем, паттăрсем.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 февраля 2008
00:00
Поделиться
;