Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кукка пекех çар çынни пуласчĕ

Тин çуралнă арçын ачана ĕлĕкрен салтак ятне илтме тивĕç пултăрччĕ тенĕ. Салтак терт-асапне курман арçынна арçын вырăнне те хуман. Çар çыннин тумĕпе çÿрекенсем мана мĕн пĕчĕкрен килĕшнĕ. Вĕсен сăнĕ-пуçĕ те мăнаçлăрах   кĕлетки-çурăмĕ те тÿрĕрех, утти те сулмаклăрах. Тен, çакă чикĕ хĕрринчен отпуска килсе каякан кукка çине ачаран савăнса пăхнинчен те килет пулĕ.

Манăн кукка, Сергей Микоянович Никитин, хальхи вăхăтра  Чита облаçĕнчи Мангут салинчи чаçре - юрист консульт  пулса тимлет. Вăл  1973 çулта Йăлтăм ялĕнче çуралнă, вăтам шкул пĕтерсенех 1991 çулхи кĕркунне салтак аттине тăхăннă. Шăпа ăна чи малтан Бурят çĕршывне илсе çитернĕ. Кунта вăл тăрăшулăхпа, тимлĕхпе палăрса тăнă.

Салтак пăтти килĕшнĕ пулас çамрăка, хăйĕн тивĕçне пурнăçланă хыççăн та пограничник çакăнти илемлĕ вырăнсемпе сывпуллашма васкаман, службăна малалла  тăсма шутланă. Шкулта вĕреннĕ чухнех юратса çыру çÿретнĕ Красноармейски районĕн хĕрне те, Людмилăна, çакăнта илсе килнĕ.

Майора çити ÿссен аслă пĕлÿ кирлине туйса илнĕ чăваш каччи, Читари гуманитари академине вĕренме кĕнĕ.

Сергей кукка çинчен ялта та, хăй службăра тăракан çĕрте те ырă сăмахсем калани мана хавхалантарать, ун пекех çар çынни пулма хистет. Ăна 3, 2 степеньлĕ «За отличие в военной службе» медальпе, çавăн пекех 3, 2 степеньлĕ «Отличник пограничной службы» хисеплĕ ятсемпе чыс тунă.

Байкал леш енче службăра тăракансем çинчен кăларнă «60 лет на страже границы» кĕнекере  тата «Пограничник Забайкалья» хаçатра юратнă куккам çинчен мухтаса çырнă. Вĕсем мăшăрĕпе икĕ ывăл ÿстереççĕ, ачисене пĕчĕкренех патриот  туйăмлĕ пулма вĕрентеççĕ.

Çар çынни пулма, тăвансенчен, çывăх юлташсенчен вăхăтлăха уйрăлса салтак çулĕпе утса тухма çăмăл мар паллах. Анчах каччăсен Тăван çĕр шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама тăрăшмаллах.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 февраля 2008
00:00
Поделиться