Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Культура çурчĕсене çĕнетеççĕ

        Культура     учрежденийĕсен   ĕçĕ-хĕлне  лайăхлатас, клубсене ку чухнехи сĕтел-пуканпа тата музыка инструменчĕсемпе тивĕçтерес, кану çурчĕсем малашне ĕç çыннисен юратнă вырăнĕсем  пулса тăччăр тесе Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров пĕлтĕр ятарласа Указ кăларнăччĕ.

Унтанпа вăхăт нумаях иртмерĕ пулин те, Мăн Явăш ял поселенине кĕрекен культура çурчĕсене майĕпен юсама, çĕнетме тытăнчĕç. Уйкас Явăшри библиотека кивĕ çуртра вырнаçнăччĕ. Халĕ ăна çĕнĕ çурта куçарчĕç, çутçанталăк газĕпе ăшăтмалла турĕç.

Çăкаллă Явăшри клуб газ кĕртменнине пула хĕллехи уйăхсенче сивĕпе аптăратчĕ.  Апла пулин те çăкаллă-явăшсем искусствăн асамлă вăйĕпе киленсе пурăнас туйăма сÿнтерме памарĕç. «Мураты» ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Г.Спиридонов,  Мăн Явăш ял поселенийĕн пуçлăхĕ С.Дергачева тăрăшнипе культура çуртне çутçанталăк газĕ кĕртме мехел çитерчĕç. А.Яковлевпа В.Дергачев сварщиксем котельнăя вырнаçтарассине тата пăрăхсем  хурассине пысăк пахалăхпа пурнăçларĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 февраля 2008
00:00
Поделиться
;