Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Культура ĕçченĕсене - 200 стипенди

Кăрлачăн 14-мĕшĕнче республика Президенчĕ Н.Федоров пултарулăхри ăнтăлушăн çамрăксене стипенди парасси çинчен алă пуснă. Пин яшпа хĕр - Чăваш енĕн çамрăк ăрăвĕн хăйне евĕрлĕ элити - çулталăк тăршшĕпе уйăхсерен 1500 тенкĕ илсе тăрĕ. Вĕсем - вĕренÿре, бизнеса проектлассинче, наука, пултарулăх, производство, управлени ĕç-хĕлĕнче курăмлă çитĕнÿ тунă çамрăксем. Пĕтĕмпе конкурса 1600 материал тăратнă.

Палăртма кăмăллă: Президентăн 200 стипендийĕ - пултарулăх цехĕн - культура, массăллă информаци хатĕрĕсен, архив ĕçĕн представителĕсем. Çав шутра 60 яхăн çын - ялсенче пурăнакансем. Ял культурине аталантарас тĕллевлĕ пысăк шанчăк пуçаруллă та хастар çак çамрăксемпе - библиотекарьсемпе, клуб ĕçченĕсемпе, халăх коллективĕсен ертÿçисемпе - çыхăннă. 60 яхăн стипендиат - республикăри театр тата концерт учрежденийĕсенче ĕçлекен çамрăк артистсемпе актерсем. 40 ытла яшпа хĕр - вĕренÿ заведенийĕсен тата ятарлă пултарулăх шкулĕсен ăсталăха туптас енĕпе палăрнă талантлă воспитанникĕсем. Çавăн пекех Чăваш енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан 15 çамрăк преподаватель те стипенди илсе тăрать.

Президент стипендиачĕсен миссийĕ пысăк: халăхра ăс-хакăла, кăмăл-сипете, патриотизм туйăмне аталантарасси. Культурăпа çыхăннă нацпроект çук чухнехи условисенче çакă республикăна аталантарма ăнтăлакан çамрăксемшĕн чăн-чăн хавхалану. Ку культурăпа ăс-хакăл ыйтăвĕсем патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсен шутĕнче пулнине тепĕр хут çирĕплетет.

 

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
22 февраля 2008
00:00
Поделиться
;