Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Президент Çырăвĕ - малашлăх тĕкĕрĕ

Владимир Свешников, «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ: Çырура «АПК» аталанăвĕ наци проектне мĕнле пурнăçланине тишкерни пысăк вырăн йышăнать. Чăнах та, ÿсĕм пур. Ку вăл пирĕншĕн те питĕ çывăх тесе шутлатăп. Предприяти ял хуçалăхĕ валли продукци нумай туса кăларать. Яла пулăшмаллах. Ял çыннине тав туса каланă сăмахсем кăмăла кайрĕç. Савăнмалли пурах. Çырура промышленноç, наука ÿсĕмне питĕ тĕрĕс палăртнă. Наука кандидачĕ пулнă май пĕтĕм коллективпа пĕрле манăн тÿпе те пур тесе шутлатăп. Ыйтусем те çук мар. Президент Вăрнар районĕнче инноваци технологийĕсене ытларах ĕçе кĕртме кирлине палăртрĕ. Çак ĕçе хăвăртрах аталантарма тăрăшатпăр, производство хăватне ÿстерсех пырăпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 февраля 2008
00:00
Поделиться
;