Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕллевсем пысăк

Ялăн хальхи сăн-сăпачĕ, унăн малашлăхĕ мĕнле пуласси ял хуçалăх предприятийĕсенчен нумай килет. Вĕсем ура çинче çирĕп тăрсан пĕр гектар çĕр те акăнмасăр-лартăнмасăр юлмасть, ял çыннисем  валли теĕç вырăнĕсем çывăхрах пулĕç. Сăмах çук, хуçалăхсен яваплăха туйса ĕçлесе пурăнмалла. Малалла сулмаклă утăмсемпе  аталанмалли çул-йĕрсене палăртма иртнĕ çулта производствăра мĕнле тимленине тишкерни питĕ кирлĕ. Акă нумаях пулмасть «Броневик» кооперативра отчетпа суйлав пухăвĕ пулчĕ. Пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе хуçалăх ертÿçи В.Репин тата тĕп специалистсем - Э.Комарова бухгалтер, В.Блинов инженер, А.Куликова зоотехник - паллаштарчĕç.

Иртнĕ çул хăмăшсем уйрăмах выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ăнăçлă ĕçленĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен, лашасен хисепĕ ÿснĕ. Сĕт-тупăш паракан продукци. Ăна кооперативра 2006 çулхинчен 26 процент  ытларах туса илнĕ. Кашни ĕнерен сĕт суса  илесси те ÿснĕ: виçĕм çул 2818 килограмм пулнă пулсан, пĕлтĕр - 3562. Пĕр ĕне витинче хăмăшсем çĕнĕ сĕт пăрăхне вырнаçтарнă. Техникăсăр малалла аталанаймастăн. «Броневикра» машинăпа трактор паркне иртнĕ çул 2 миллион  тенкĕлĕх çĕнетнĕ. Кăçал тата тепĕр хурçă ут - МТЗ-82 –лизинг мелĕпе туяннă. 2007 çулта кооператив ÿсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсенче ĕçлесе 8 миллион та 600 пин тенкĕлĕх продукци туса илсе сутнă. Таса тупăш 1 миллион та 205 тенкĕпе танлашнă. Паллах, çак кăтартусем ертÿçе - Владислав Иванович Репина - питех савăнтармаççĕ. Иртнĕ çул çак акă тырă, çĕр улми начартарах тухăç панă. Владислав Иванович кăçал хуçалăхра вăй хуракансене ял хуçалăх культурисене туса илнĕ чух  хастартарах тимлемеллине палăртрĕ. Çавна май  механизаторсем хăйсем лартнă çĕр улми лаптăкĕсене çăвĕпех пăхса-асăрхаса тăрĕç. Ĕçе çапла йĕркелени яваплăха самаях ÿстерĕ. В.Репин пухăва пуçтарăннисене «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ тухăçлă ĕçлеме пулăшнине пĕлтерчĕ. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне хăвăрттăн аталантарма кооператив каллех çăмăллăхлă кредит илесшĕн. Кăçал кунта тепĕр ĕне витинче сĕт пăрăхне хута яма, ĕнесен çуллахи лагерьне йĕркелеме, çĕр улми лаптăкне пысăклатма, ял хуçалăх культурисене туса илнĕ чух çĕнĕ технологисемпе усă курма тĕллев лартнă.

Хуçалăхра 65 çын вăй хурать. Вĕсене шалу вăхăтра тÿлеççĕ. Кооперативра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсем сахал мар. Вĕсенчен пĕрне - Георгий Васильевич Алексеева - пĕлтĕр «Чăваш Республикин  тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.

Пухура район администрацийĕнче ĕçлекенсем те тухса калаçрĕç. В.Никифоров тĕп инженер кадрсен  ыйтăвне татса парассипе пуçаруллăн тимлеме ыйтрĕ, «Броневик» кооператив ĕçченĕсене çулленех ял хуçалăх культурисенчен лайăх тухăç илекен «Санары» агрофирмăн, «Мураты», «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ кооперативсен пуян опычĕпе паллашма сĕнчĕ. Г.Романов тĕп зоотехник сăмах илнĕ май районта выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ, пахалăхлă  апат хатĕрлессине, ăратлăха лайăхлатассине пысăк тимлĕх уйăрма хушрĕ. Вăл наци проектне пурнăçа кĕртме хутшăнакан хуçалăхсен кăçал 55 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илмелли пирки те пĕлтерчĕ.

Ĕç çыннисем пухăва кооператив ертÿçине суйлама та пухăннă. Пĕр саслăн пулса В.Репинах хăварчĕç, мĕншĕн тесен вăл хăйĕн тивĕçне яланах  чыслăн пурнăçлать. Хăмăшсем правленин, ревизи комиссийĕн çĕнĕ йышне те суйларĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 февраля 2008
00:00
Поделиться