Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăмăртусенче тупăшрĕç

Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа пур çĕрте те савăнăçлă уяв каçĕсем, утренниксем, спорт ăмартăвĕсем харăсах иртрĕç - уяв мероприятийĕсене хутшăнмасăр никам та юлмарĕ. Çак кун шкулсемпе ача сачĕсенче,  предприяти-организацисенче те çынлăхăн черченкĕ пайĕ  хÿтĕлевçĕсене - пĕчĕк каччăсене те, маттур яшсене те, патвар арçынсене те - праçник ячĕпе ăшшăн саламласа чысларĕ.

Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче сипленекен-пурăнакансемшĕн те çак кун нумайлăха асра юлĕ. Сипленекенсен пĕр енлĕ пурнăçне хаваслăх, илем кĕртес, вĕсене кăсăклантарас тĕллевпе ятарласа концертпа конкурс программине хатĕрленĕ. Ăмăртăва хутшăнакансем, паллах - интернатра пурăнакан яшсем. Тĕрлĕ тĕслĕ тупăшусенче хăйсен вăй-халне тата тавçăрулăха кăтартма тиврĕ весен. Нихăшĕ те пĕр-пĕринчен юлас темерĕ, хăйсене лайăх енчен кăна кăтартма тăрăшрĕ.

Конкурсантсем армрестлинг тупăшăвĕнче алă вăйĕсене виçрĕç, вĕрен туртса ăмăртрĕç. Тепĕр конкурс та - «Вăй пур пулсан, ăс кирлĕ мар» ятлăскер - интереслĕ иртрĕ. Кĕвĕ çеммипе каччăсем хĕрсене алă çинче йăтса тăчĕç - чи вăйли, паллах, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Уявра концерт программишĕн яваплисем вара хĕрсем пулчĕç. Вĕсем тантăшĕсене юрă-ташĕсемпе савăнтарчĕç, вăйăсем выляттарчĕç. Конкурссемпе илемлĕ пултарулăх номерĕсем вĕçленсен те часах саланмарĕç-ха пухăннисем - уяв хаваслă дискотекăпа тăсăлчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
27 февраля 2008
00:00
Поделиться
;