Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Лайăх çемье - патшалăх тĕрекĕ

Çĕрпел ял тăрăхĕнче Галина Михайловнăпа Юрий Николаевич Мясниковсене лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем пултаруллă та ĕçчен, пĕр ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Малтанах çемье пуçĕ Юрий Николаевич пирки каласа кăтартас килет. 1982 çулта Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухса инженер дипломне илнĕ хыççăн ăна направленипе Оренбург облаçне ĕçлеме янă. Унта пĕр çул тимлесен Юрăна Совет çарне илеççĕ. Хĕсметрен таврăнсан «Янгорчино» хуçалăхĕн автопаркĕнче инженерта вăй хума тытăнать. Хальхи вăхăтра Юрий Николаевич Çĕрпелти вăтам шкулта директорăн хуçалăх енĕпе тимлекен заместителĕнче тăрăшать. Хăй ĕçне чыслăн пурнăçланăран Ю.Мясникова педагогсем те, ачасем те хисеплеççĕ.

Галина Михайловна та ăшă сăмахсене кăна тивĕçлĕ. 1986 çулта Шупашкарти педучилищĕран вĕренсе тухсан Çĕрпелти ача-пăча яслине ĕçлеме килнĕ. Кунта вунă çула яхăн воспитательницăра  вăй хунă.

2005 çулта Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенчи куç курманнисен обществин отчетлă конференцийĕнче пултаруллă специалиста - Галина Михайловна Мясникована - вырăнти организацин ертÿçи пулма шанаççĕ. Куç курманнисен обществинче - 180 инвалид. Галина Михайловна вĕсемпе тачă çыхăну тытать, кашнине вăхăтра пулăшу пама тăрăшать.

Нумаях пулмасть Галина Михайловнăпа Юрий Николаевич Мясниковсем  пĕр çемье чăмăртанăранпа 20 çул çитнине паллă  турĕç. Çак тапхăрта вĕсем кил-çурт çавăрнă,  нумай выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе патшалăха сутнă. Чи пархатарли вара - виçĕ ача çуратса вĕсене пурнăç çулĕ çине тăма пулăшни. Федя И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Алиса экономикăпа технологи колледжĕнче,  Кристина Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренеççĕ. Мясниковсен ачисем питĕ ăшă кăмăллă, сăпайлă, ватă çынсене хисеплеççĕ. Çакна эпĕ çирĕплетсех калама пултаратăп, мĕншĕн тесен вĕсенчен икĕ кил урлă кăна пурăнатăп. Ачисем ашшĕпе амăшнех чăннипех хывнă.

Мясниковсен микроавтобус пур. Ял çыннисем те тепĕр чух унпа усă кураççĕ. Ырă кăмăллă Мясниковсене ял-йыш питĕ хисеплет.

И.ИВАНОВ



"Çĕнтерÿ çуле"
27 февраля 2008
00:00
Поделиться
;