Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Меценатсем спорта пулăшаççĕ

Вунă ылтăн, пилĕк кĕмĕл, вунпĕр бронза - районти кĕрешÿçĕсем иртнĕ шăматкун çĕнсе илнĕ медальсен шучĕ ытти командăсенчен чи нумаййи пулчĕ.

Тÿрех калам, çак турнир çамрăк спортсменсемпе тренерсемшĕн çеç мар, хăнасемшĕн, куракансемшĕн те пысăк кăмăл-туйăмпа, активлăхпа асра юлĕ. Раççей Федерацийĕн Аслă сучĕн судйин Вячеслав Ксенофонтович Яковлевăн тата депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕн, «Попутчик» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директроĕн Александр Аркадьевич Петровăн парнисемшĕн иртнĕскер, кĕрешÿçĕсене пĕр тĕвве тĕлĕнмелле йышлă пуçтарчĕ - вунпĕр команда, икçĕре яхăн спортсмен. Вăрнар çĕрĕ çавăн пекех республикăн кĕрешÿ тытăмне аталантарассине палăрмалла тÿпе хывакансене, пархатарлă ĕç тăвакансене - çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркипе туслаштаракансене - те йышăнчĕ: çамрăксем енĕпе икĕ хутчен Раççей чемпионĕ Сергей Михайлович Колесников, ветерансем хушшинче Европа чемпионĕ Анатолий Константинович Колесников, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, тава тивĕçлĕ тренерĕ, Раççей спорт мастерĕ Владимир Михайлович Семенов, районта чылай çул прокурорта тимленĕ Анатолий Васильевич Игнатьев т.ыт.те.

Ăмăрту йĕркелÿçисем çинчен калас пулсан, вĕсем - Вăрнар районĕшĕн çав тери хаклă çынсем. Вячеслав Ксенофонтович хăй вăхăтĕнче Вăрнар район сучĕн судйинче ĕçленĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Совет Сюзĕн спорт мастерĕн кандидачĕ. Пирĕн района ытарни çакăнтан та аван курăнать - кĕрешÿ ăсталăхне вăл шăпах ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕнче туптанă. Вĕрентекенĕ - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Виталий Петрович Трофимов. Икĕ спортсмен хушшинче ĕмĕрлĕхе çирĕпленнĕ туслăха, ĕçлĕ çыхăнăва вĕсен калаçăвĕнче уççăн туйма май килчĕ. Республика шайĕнчи турнирăн йĕркелÿçи пулма, ăна пирĕн районта ирттерме килĕшни те çакнах калать.

Ăмăртăвăн тĕп спонсорĕ Александр Аркадьевич Петров, хăй калашле «спортра палăрмалла  ÿсĕмсем туман пулин те» çамрăк спортсменсемшĕн чăн-чăн хавхалантаруçă пулса тăчĕ. Вăл хывнă укçа-тенкĕ - турнира ирттерме пулăшни çеç мар, паянхи ăрăва сывă пурнăç йĕркипе туслашма хистекен утăм та. Кĕрешÿçĕсем паян тивĕçлипе мухтанма пултараççĕ: вĕсене çитĕнÿсем тума çунат хушакан пур. «Попутчик» ертÿçи, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне халăха турттарассине йĕркелесе янăскер, спортсменсене те район тулашĕнчи ăмăртусене тухса çÿреме транспортпа тивĕçтерме пултарнине пĕлтерчĕ.

Паллах, çакнашкал меценатсем физкультурăпа спорт аталанăвĕ çине куçа хупманни савăнтарать. Акă асăннă турнирăн хавхалантару фондне харăсах  темиçе спонсор хăй тÿпине хыврĕ: хутăш препаратсен завочĕн генеральнăй директорĕ Владимир Свешников, Вăрнар райпо Канашĕн председателĕ Владимир Федоров, Сергей Флегентов, Виктор Осипов, Александр Лаврентьев предпринимательсем.

Сумлă хăнасем, спонсорсем, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Н.Иванов, Вăрнар хула поселенийĕн специалисчĕ В.Васильев, шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн пуçлăхĕ Ф.Тимофеев, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Л.Захаров çамрăк кĕрешÿçĕсене саламланă май ăмăрту ăсталăха ÿстернине, туслăха çирĕплетнине, çĕнтерÿ патне ăнтăлма пулăшнине палăртрĕç.

Çичĕ сехет ытла тăсăлнă кĕрешÿсем кашнинех сывлăхпа çĕкленÿллĕ туйăм парнелерĕç. Тытăçусеем харăсах икĕ кавир çинче сарăлчĕç. Арçын ачасем - вунă, хĕрачасем сакăр виçе категорийĕнче тупăшрĕç.

 Залри атмосферăна вара сăмахпа çырса кăтартма çук. Унта чăнахах чĕрĕ сывлăш хуçаланчĕ. Кашни тытăçу илемĕпе тыткăнларĕ. 14 çула та çитмен хĕрачасемпе арçын ачасем спортăн ку тĕсĕнче чăн-чăн профессионалсем пулнине çирĕплетрĕç. Командăри тантăшĕсене хавхалантарни, çĕнтерÿçĕн йăл кулли, ÿкĕнÿ куççулĕ... - ачасен пит-куçĕнче пĕтĕм шухăш-кăмăла «вулама» май пулчĕ.

Турнирăн çĕнтерÿ пьедесталĕн чи çÿллĕ пусми çине вунçиччĕн хăпарма тивĕçрĕç, вĕсенчен вуннăшĕ - пирĕн район спортсменĕсем: Алексей Гурьев, Петр Квасов (Мăн Явăш), Дима Чугунов, Рома Львов, Коля Платонов, Владислав Ежов, Марина Скворцова (Вăрнар), Агнесса Баранова, Таня Кондратьева, Вероника Бардасова (Пăртас). Çĕнĕ-шупашкарсен, кÿкеçсен, красноармейскисен, канашсен - пĕрер, шупашкарсен виçĕ ылтăн медаль.

Кĕмĕл медале Гриша Семенов, Николай Савин, Женя Кондратьева (Пăртас), Алеша Уткин (Вăрнар), Анна Краснова (Мăн Явăш) тивĕçрĕç. Никита Львов, Павел Воробьев, Женя Ананьев, Алена Антонова, Ирина Львова (Вăрнар), Женя Колпаков, Слава Тимофеев, Настя Грибова, Аня Гаврилова, Аня Лукина, Анастасия Макарова (Пăртас) - бронза призерсем.

«Попутчик» тулли мар яваплă общество директорĕ А.Петров çĕнтерÿçĕсене укçан хавхалантарчĕ: пĕрремĕш вырăншăн - 500, иккĕмĕшшĕн - 300, виççĕмĕшшĕн 200 тенкĕ пачĕ.

Вячеслав Яковлев Атăлçи федераци округĕн призерĕсене Иван Сладкова, Ирина Львована, Анжела Колпакована хаклă парнесем пе чысларĕ, спорт шкулне магнитофон парнелерĕ. Çавăн пекех уйрăм спортсменсем те тĕрлĕ номинацире парнесене тивĕçрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
27 февраля 2008
00:00
Поделиться
;