Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пултаруллă спортсменка

Эльвира Валериановна Чугунова Мăньял Хапăс ялĕнче 1977 çулхи нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче йышлă çемьере çуралнă. Вăл - ялти ятлă-сумлă та ырă кăмăллă çынсен - Валериан Васильевичпа Галина Александровна Тикиневсен - тăваттăмĕш ачи. Ашшĕпе амăшĕ пилĕк ачине те ĕçе тĕплĕн тума вĕрентнĕ, пурнăç çулĕ çине тĕрĕс тăма пулăшнă. Володя уйрăм предпринимательте, Оля Вăрнар район поликлиникинче шăлсене протез тăвакан кабинетра  вăй хурать. Надежда Шĕнер Ишек шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ, халĕ пĕчĕк ачапа килте ларать. Кĕçĕнни Нина Шупашкарти шкулта ĕçлет. Пушă вăхăтра юрăсем кĕвĕлесе çырма, юрлама питĕ юратать. Эльвира вара пĕчĕкрен спортпа туслă пулнă. Ахăртнех, вăл пиччĕшĕнчен тĕслĕх илнĕ. Володя, йăмăкĕ ÿт-пÿ енчен тĕреклĕрех, вăйлăрах, çитĕнтĕр, çирĕп кăмăллă, чăтăмлă пултăр тесе, тăтăшах тренировкăсем ирттернĕ. Хăй шкулта ăс-тăн пухнă чухне йĕлтĕрçĕсен секцине çÿренĕ, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн Хапăсри филиалĕн тренерĕ Михаил Павлович Павлов вĕрентсе пынипе шкул, район чысне республика шайĕнче  хастар хÿтĕленĕ. Эльвирăна та Михаил Павлович ăсталăха туптама пулăшнă. Çавăн пекех  ăна иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Юрий Александрович Тикинев тренер та вĕрентнĕ.

Тĕлĕнмелле çепĕç те, ырă чунлă, сăпайлă, чăтăмлă вăл Эльвира Валериановна. Ачасемпе питĕ вашават. Э.Чугунова 1996 çултанпа Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вăй хурать. Кунта ĕçлеме пуçланăранпа çĕршер ачана сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, спорта юратма вĕрентнĕ. Хальхи вăхăтра Эльвира Валериановна патне тăваттăмĕш классенче ăс пухакан 20 ача çÿрет. Пултаруллă йĕлтĕрçĕсене хатĕрлес тесе Э.Чугунова тренировкăсене çулла та ирттерет. Паллах, ун чухне унăн воспитанникĕсем роллерсемпе ярăнаççĕ, тĕрлĕрен гимнастика хăнăхтарăвĕсем тăваççĕ. Ачасемпе ĕçленĕ вăхăтра Мăньял Хапăс хĕрĕ хăй те  йĕлтĕрпе чупас ăсталăха ÿстерсе пырать. 1999 çулта вăл спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. 2003 çулта вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи физкультурăпа спорт факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Тăрăшулăха пулах вăл юлашки виçĕ çул хушшинче тĕрлĕ ăмăртусенче - Пĕтĕм Раççейри «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ- 2006» массăллă чупура, наци кросĕнче, Чăваш Ен первенствин чемпионатĕнче... - тупăшса ултă ылтăн, çичĕ кĕмĕл, тăватă пăхăр медале тата икĕ кубока тивĕçнĕ.

Спортсменкăшăн 2007 çул уйрăмах ăнăçлă пулнă. Тĕрлĕ дистанцисенче 15 хут республикăри тата ытти хуласенчи ăмăртусене хутшăнса 14 медаль çĕнсе илнĕ. Вăл пĕлтĕр пуш уйăхĕнче Омск хулинче ирттернĕ  Пĕтĕм Раççейри  ял спорчĕн хĕллехи вăййисене хутшăнма тивĕçнĕ, унта лайăх кăтартусем кăтартнă.

Спортра чылай çитĕнÿ тунă пулсан та Мăньял Хапăс хĕрĕ мухтанма-каппайланма юратмасть. Вăл Вăрманкас ялĕнче 1999 çултанпа, Владислав Чугунова качча тухнăранпа, пурăнать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ пĕр ывăл çитĕнтереççĕ. Маттур амăшĕ пĕчĕк Ваççана та йĕлтĕрпе ярăнма вĕрентсе пырать. Вăл хăй вара ултă çултах йĕлме йĕлтĕр çине тăнă.

- Эльвира Валериановна, санăн пĕрремĕш çитĕнÿ хăçан пулнă; - ыйтрăм эпĕ.

- 4 - 5-мĕш классенче вĕреннĕ чухнех шкул ачисем хушшинче ирттерекен районти ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнаттăм. Пиллĕкмĕш класра  ăс-тăн пухнă чух вара Комсомольски районĕнче иртнĕ республикăри шкулсенчи йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăна тухсан питĕ хытă хĕпĕртерĕм, - пĕлтерчĕ Э.Чугунова. Хастар çамрăк 1994-мĕш çулта та  çĕнтерÿçĕ пулса тăрать: хĕллехи полиатлон енĕпе ирттернĕ республикăри ăмăртура 16 районтан килнĕ спортсменсем хушшинче 930 очко пухса пĕрремĕш вырăна  тухать.

Пултаруллă спортсменка обществăлла ĕçсене те пурнăçлама ĕлкĕрет. Вăл ял пухăвĕн депутачĕ тата виççĕмĕш çул Вăрманкасри культура çуртĕнче шейпинг кружока ертсе пырать. Эльвира Валериановнăн çитĕнĕвĕсемпе эпир, ял çыннисем, тивĕçлипех мухтанатпăр. Вăл Вăрнар районĕн ят-çумне çÿле çĕклеме пултарчĕ. Э.Чугунова 2008 çула ăнăçлă пуçларĕ. Пĕтĕм Раççейри Раштав ăмăртăвĕсене хутшăнса 5 километрлă дистанцие пĕрремĕш вĕçлерĕ. Эльвира Валериановнăна тата пысăкрах ÿсĕмсем тума ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатăп.



"Çĕнтерÿ çуле"
27 февраля 2008
00:00
Поделиться
;