Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

СПОНСОРА ТАВ ТĂВАÇÇĔ

Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ Виталий Григорьевич Львов шкулта вĕреннĕ чухнех спорта юратнă, йĕлтĕрпе  чупнă, çăмăл атлетикăпа кăсăкланнă. Вăл çар службинче тăнă чухне ирĕклĕ майпа кĕрешмелли секцине çÿренĕ, ку енĕпе хăйĕн ăсталăхне ÿстернĕ. В.Львов темиçе хутчен те çар округĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе ирттернĕ ăмăртусенче малти вырăнсене  сахал мар çĕнсе илнĕ. Хĕсметрен таврăннă хыççăн Виталий Григорьевич пĕр вăхăт районти ачасен спорт шкулĕн Мăн Явăшри  филиалĕнче тренер пулса ĕçленĕ. Халĕ вăл предприниматель.

Виталий Григорьевичăн ырă кăмăлĕ вăйлă çăл куç пек тапса тăрать. Вăл физкультурăпа спорт тата культура учрежденийĕсене çĕнетсе юсанă çĕрте сахал мар укçа парса пулăшнă. Пĕлтĕр, сăмахран, Кĕçĕн Кипекри культура çуртне йĕркене кĕртнĕ ĕçе чылай укçа хывнă вăл.

Иртнĕ кунсенче Мăн Явăшри вăтам шкулта ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе спорт ăмăртăвĕсем пулса иртнĕ. Ырă кăмăллă В.Львов спонсор çĕнтерÿçĕсене спорт инвентарĕсем парса хавхалантарнă. Уншăн ентешĕсем Виталий Григорьевича чĕререн тав тăваççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
27 февраля 2008
00:00
Поделиться
;