ВĔСЕМ ТЕ ÇĔРШЫВШĂН ĔÇЛЕНĔ
Ку тăрăха кашни килмессерен куратăп эпĕ ăна. Çывăхрах паллашма та ĕлкĕртĕмĕр: сăпайлă, сăмах ваклама питех кăмăлламасть, çын умĕнче йăпăлтатасси çук. Сăмаха е шухăша пуç тавра çавăрмасăр каламасть. Çын хăйĕн тивĕçне алхапăл пурнăçлани питĕ пăшăрхантарать ăна. Ĕмĕрĕпех ял хуçалăхĕнче вăй хунă, унтанах тивĕçлĕ канăва чыслăн ăсатнă ăна. Хальхинче пысăк пуçлăхăн алăкĕ уĕнче тĕл пултăмăр эпир. Шалта самаях хĕрÿ калаçнă пулас - ниепле те лăпланаймасть. Хăйне пăшăрхантаракан ыйтупа чылай çĕре çитнĕ, анчах ăна никам та татса параймасть иккен. Ыйтăвĕ уçăмланас çуккине пĕлсе тăрсах темиçе хут пулса та хурав тупайман пÿлĕмех кĕнĕ вăл паян. «Саккун хушмасть-мĕн. Ăна кам валли тата кам çырнă-ши?» - тулса çитнĕ витререн тăкăнакан шыв пек юхрĕç унăн вĕчĕрхенÿллĕ сăмахĕсем. Кăштахран, пуш сывлăша янратнин усси пулса çук тенĕн, сыв пуллашмасăрах алăк хăлăпне тытрĕ...
Мучи урам тăрăх кăштăртса утнине чылайччен пăхса тăтăм. Пĕччен мар-çке эсĕ, ырă çыннăм, тÿре-шаран пĕр пÿлĕмĕнчен теприне хăвна тивĕçмелле пек çăмăллăха шыраса утакан. Хăй вăхăтĕнче хăвна тивĕçмелле пек çăмăллăха шыраса утакан. Хăй вăхăтĕнче, вăй питти чухне, ун çинчен пачах шухăшламан, хĕрÿ вăхăтра хĕвелтен иртерех тăрса лăш курмасăр тăрăшнă. Орден-медаль çинчен те шухăшламан, каярахпа «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят илме пулăшакан Хисеп грамоти параççĕ-ха тесе те ĕмĕтленмен. Тивĕçе таса кăмăлтан, чыслăн пурнăçланă çеç. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ вăрçă çулĕсенче тата юхăннă хуçалăха ура çине тăратнă тапхăра килнĕ, кăшт каярах - «аталаннă социализм» тенĕ вăхăтчен хăйсене шеллемесĕр алăран çурла-мăлатук яман çынсен «телейĕ» çавăн пек пулчĕ пулас.
«Ĕç ветеранĕ» ята илнисем çеç çĕршывăн экономикине аталантарассишĕн ĕçленĕ-ши? Ыттисем вара? Мучин çак сăмахĕсем халĕ те хăлхара янăраççĕ. Çавăнпах-ши кабинетран кабинета хăйсен «иртнĕ телейне» шыраса çÿрекен нумай паян? Манăн вĕсен умĕнче нимĕнле айăп та çук пулин те хама аван мар туятăп. Нимĕнпе те пулăшма пултарайманнишĕн. «Саккун хушмасть» вĕт.
Тивĕçлĕ канăва тухсан çăмăллăх кÿрекен çак ята тивĕçейменнисен кÿренÿллĕ çырăвĕсем тĕрлĕ инстанцие «атакăлаççĕ», хаçат-журналта тăтăшах пичетленеççĕ. Акă вĕсенчен пĕри: «Производство пĕрлешĕвĕнче нумай çул ĕçленĕ май патшалăхпа правительство наградисене (çапла калатчĕç ун чухне) мĕнле панине аван пĕлетĕп, - çырать автор. - Разнарядкăпа икĕ çынна «Ĕç ветеранĕ» ят памалла. Цехра - 110 çын. 20-30 çул каялла çак ята вăрçăра пулнисене нумай çул ĕçлемесен те панă. Вĕсем ăна тивĕçнĕ, сăмахăм çук. 110 çынран пĕр орденпа икĕ медале кама памалла? Наградăсене кам тивĕçнине партин цехри комитечĕ профсоюз комитечĕпе пĕрле малтанах палăртса ячĕшĕн пуху ирттернĕ. Пуçлăхсем хăйсемех кама награда памалли пирки анкета çырнă...»
Шухăша аталантарнă май, автор хăйĕн архивĕнче производствăра чылай ĕçлесе профсоюзăн Чăваш рескомĕ панă Хисеп грамоти, производство пĕрлешĕвĕн вунна яхăн грамоти пурри, анчах çаксем СССР, РСФСР награди шутне кĕменнине пула ĕç ветеранĕн хисеплĕ ятне илме пулăшайманни çинчен пăшăрханса хыпарлать. «Нумайăшĕ çĕршывшăн вăй хурса ĕçленĕ пулсан та çак ята илеймен», - пĕтĕмлетет вăл. «Нумайăшĕ» вăл - çыру авторĕ те, социаллă пулăшу пайĕн пуçлăхĕн кабинетĕнчен кăмăлсăр тухса утнă мучи те, механизацилемен сивĕ витере ĕне сунăран суракан аллисемпе район хаçачĕн çак номерне тытакан доярка та... Çĕршывшăн ырми-канми ĕçленĕ, анчах вĕсене орден-медаль, СССР-РСФСР шайлĕ Хисеп грамоти илме «телей пÿрмен»...
Паянхи кунăн çивĕч, тавлашуллă ыйтăвĕ çине кашни çын хăйĕн куçĕпе пăхать. Тĕрлĕ ăрурисен шухăшлавĕ-ăнлавĕ те расна. Хальтерех ĕçе кÿлĕннисем ун пек ята паракан саккуна сăмахсăрах пăрахăçламалла терĕç, вĕсен шухăшĕпе, çăмăллăхпа усă куракансем унсăрăнах нумай. 10 - 15 çул вăй хуракансен пĕтĕмлетĕвĕ çурмалла пайланчĕ, çапах та çак саккуна вăйран кăлармалла мар текенсен шучĕ ÿсрĕ каярахпа. Пенси илме çул çитнисен хуравĕ калаçса татăлнă пекех пĕр евĕрлĕ: «Кирлĕ, хăвармаллах...» Юрать-ха, Чăваш Енре çакна вăхăтра тавçăрса илчĕç.
Пытармастăп, ку манăн журналистика ĕçĕ-хĕлĕмри хамăн шухăша пĕтĕмлетмесĕр çырнă пĕрремĕш статья. Чăннипех, çынна тивĕçлĕ ĕçшĕн «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят парса патшалăх хыснине çав териех чухăнлататпăр-ши эпир е çĕршывшăн лăш курмасăр вăй хунă çынна хисеп туса ăна ватлăхра канлĕ пурăнма кăшт та пулин çăмăллăх туса паратпăр? Çавăнпа вулаканăмăр шухăш-кăмăлне питĕ пĕлес килет: эсĕ мĕн каланă пулăттăн, хаклă çыннăм, халĕ çĕкленĕ ыйту пирки?