Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăмăрту ăсталăха туптать

Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çуртĕнче «Шурă ладья» ăмăрту иртрĕ. Турнира чи ăста шахматистсем килчĕç. Районти шкулсенчи 22 вĕренекен пĕр-пĕринпе хастаррăн тупăшрĕç. Пĕрремĕш хăма çинче арçын ачасен хушшинче Р.Никифоров (2-мĕш шкул) пĕрремĕш, В.Мураткин (Хирпуç) иккĕмĕш, А.Петров (Калинино) виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Иккĕмĕш хăма çинче те çивĕч кĕрешÿ пычĕ. С.Арсентьев (1-мĕш шкул) пĕрремĕш, А.Афанасьев (Калинино) иккĕмĕш, А.Арбузов (Хапăс) виççĕмĕш пулчĕç. Хĕр ачасем те маттур вылярĕç. Малти вырăнсене Е.Иванова (Шĕнер Ишек), А.Владимирова (Хирпуç), А.Денисова (Калинино) йышăнчĕç.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
02 марта 2008
00:00
Поделиться
;