Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕç саккунлăхне пăсма ирĕк çук

Вăрнар район прокуратуринче темлекенсен тивĕçĕсенчен пĕри - предприятисемпе организацисенче ĕç укçи мĕнле тÿленине тĕрĕслесе тăрасси. Пĕлтĕр, акă, районта ĕç укçи тĕлĕшпе  парăмсене пĕтерессипе, айăплисене явап тыттарассипе сахал мар тимленĕ.

2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта виçĕ предприятин ĕç укçи тÿлессипе 528 пин тенкĕлĕх парăм пулнă. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак сăлтавпа айăпа кĕнĕ предприятисем районта çук.

Сăмах май, Вăрнар район прокуратури пĕлтĕр организацисемпе предприятисенче ĕç укçи тÿлемен тĕслĕхсемпе 30 тĕрĕслев ирттернĕ. Вĕсен кăтартăвĕсем тăрăх административлă правăна пăсни çинчен 2 ĕç пуçарнă* ĕçлекенсен интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе ĕç укçи енĕпе пухăнса  кайнă 573 пин тенкĕллĕх парăма шыраса илме суда 220 тавăç янă, ку тĕлĕшпе ĕç саккунлăхĕн йĕркине пăснă тĕслĕхсене пĕтерме хушса 18 представлени тăратнă.

Тĕрĕссипе, прокуратура витĕмĕпе 1293 пин тенкĕ парăм татăлнă.

РФ Ĕç кодексĕнче палăртнă тăрăх, ĕç укçи тÿлессине 15 кунтан ытла чарса тăмалла мар. Енчен те эсир хăвăр ĕçлесе тивĕçнĕ укçана вăхăтра илейместĕр пулсан, Вăрнар район прокуратуринчен пулăшу ыйтăр. Пирĕн адрес: Вăрнар поселокĕ, Ленин урамĕ, 75-мĕш çурт. Сирĕн ыйтупа прокуратура тĕрĕслев ирттерĕ, саккуна пăснă тĕслĕхсемпе  тивĕçлĕ мерăсем йышăнăпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 марта 2008
00:00
Поделиться
;