Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Фермер хуçалăхĕсем вăй илеççĕ

       Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне  янă кăçалхи Çырăвĕнче фермер хуçалăхне малалла аталантарас тесе, ял хуçалăх техникине туянма паракан кредит  вăхăтне 10 çула çити чăсма тата унăн виçине 15 миллион тенкĕ таран пысăклатма йышăнни  çинчен каланă. Çăмăллăхлă кредитсем малашне пĕчĕк хуçалăхсене хăвăрт аталанма лайăх майсем уçса парĕç.

 

Çĕршывра фермер хуçалăхĕсем йĕркеленме тытăнсан, Туçи Çармăспа  Çĕн Сăрьелĕнчи Алексей Игнатьевпа Валентин Павлов çĕнĕ ĕçе хапăлласах кÿлĕнчĕç. Хресчен мĕн ĕлĕкрен çĕр ырлăх-пурлăх панине, хура çăкăра хура тарпа çитĕнтернине лайăх чухлакансем, районта чи малтан фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ярассинчен пачах шикленмерĕç. Малтанхи вăхăтра вĕсен ял хуçалăх культурисене акса лартса тумалли çĕр лаптăкĕ 50 гектар енне капашнă пулсан, халĕ вăл 500 гектара çитрĕ.

Фермер хуçалăхĕсем çултан çул тĕрекленсе, вăй илсе пычĕç, тĕрлĕ йышши техникăпа пуянланчĕç, минераллă удобренисене ытларах хывма тытăнчĕç, пысăк тухăç паракан сортсене çеç акма пуçларĕç, кĕскен каласан, уй-хир ĕçĕсене çĕнĕ технологи никĕсĕ çине пуçарса çитерчĕç. Çавна пула уй-хиртен илекен тухăç та  çултан çул ÿссе пырать. Пĕлтĕр, сăмахран, А.Игнатьев фермер кашни гектартан 25 центнер ытла тĕш тырă туса илчĕ, район администрацийĕ ăна Хисеп грамоти тата хаклă парне парса чыс турĕ.

Кăмашри Владимир Иванов 22 гектар çĕр лаптăкĕçинче фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕренпе кăçал 9 çул çитет. Унпа пĕрле çĕнĕ юхăма пÿлĕннĕ хăш-пĕр фермерсем пирвайхи йывăрлăхсене чăтайманнипе ырă пуçарăва малалла тăсма вăй-хал çитереймерĕç. Владимир Ильич вара çунаттисене хăвăртах усмарĕ,  паян кун та фермер хуçалăхне ăнăçлă аталантарса пырать.

- Сăмах май çакна палăртса хăварам-ха, - терĕ вăл. - Фермер хуçалăхне йĕркеленĕ чухне мана паха çĕр тивĕçмерĕ. Вăл лапамлă вырăнта вырнаçнă. Йĕпе-сапаллă çулсенче хăш-пĕр лаптăксене шыв илет. Мĕн тăвăн; Пуçа усмарăм. Минераллă тата органикăллă удобренисене тулăх хывнипе, паха сортсем акнипе, ака-суха ĕçĕсене вăхăтра тунипе гектар тухăçне çулсерен ÿстерсе пытăм. Çĕр хăйне юратнине туять, ăнланать, яланах ырăпа тав тăвать. Тар кăларса ĕçленипе, пусăн-пусăн укçа пухса пынипе тĕрлĕ йышши техника туянтăм. Халĕ хамах механизатор та, шофер та, юсавçă та, агроном та, сутуçă та, экспедитор та. Пĕр сăмахпа каласан, çĕр ĕçĕпе çыхăннă фермерăн ялти пур специальноçе те алла илмелле.

В.Иванов фермер районта хăй пек тăрăшса, вăй хурса ĕçлекенсемпе тачă çыхăну тытма тăрăшать. Санарпуçĕнчи Валерий Степанов тата Хапăсри Александр Егоров фермерсемпе алла алăн тытăнса ĕçлет, пĕр-пĕрне яланах пулăшса пыраççĕ.

Районти ятлă-сумлă фермер каланă тăрăх, пĕчĕк хуçалăхăн ăнăçлăхĕ - ял хуçалăх продукчĕсене нумайрах туса илнипе пĕрлех, вĕсене çийĕнчех вырнаçтарнинче,  хаклăрах хакпа сутса тупăш ытларах курнинче. Унсăрăн фермер хуçалăхне малалла аталантарма, ăна  усăллă, тупăшлă тума май çук. «Акă мĕншĕн фермерăн куллен тупăш ытларах илес, тăкаксене чакарса  пырас, ял хуçалăх продукчĕсене çийĕнчех сутма васкавлă килĕшÿсем тăвас ĕмĕтпе пурнăçламалла, ĕçлемелле», - терĕ Владимир Ильич.

Çак ĕмĕтпех пурăнать, ĕçлет, малаллах талпăнать Юнтапа тăрăхĕнчи тепĕр паллă фермер Олег Михайлович Яблочкин. Хăйĕн хуçалăхне анчахрах йĕркеленĕ пулин те, мал ĕмĕтлĕ фермер ял хуçалăх культурисем акса-туса илес енĕпе сулмаклă утăмсем тума пуçларĕ.

Чăваш Ен ертÿçи Н.В. Федоров Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕнче республикăри фермер хуçалăхсене малалла аталантарса пымалли çул-йĕрсене курăмлăн уçса панă. Халĕ, районти хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсем хавшаса, панкрута тухса пынă тапхăрта, фермер хуçалăхĕсене йĕркелени, çăмăллăхлă кредитсемпе усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ман шутпа, вăл е ку ĕçе тытăнма чи  малтанах пуçарупа хавхалану кирлĕ. Вĕсем пур-тăк, нимĕн те чарса тăраймĕ ырă тĕллев тытнă çынна. Районта фермерсен пархатарлă ĕçĕсемпе пуçарăвĕсем чылай, вĕсенчен ырă тĕслĕх илмелли, вĕренмелли темĕн чухлех. Эппин, фермерсен ĕçĕ-хĕлне анлă çул парса пымалла.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 марта 2008
00:00
Поделиться
;