Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кĕрешĕвĕн тĕп тренерне - Раççей награди

Виталий Петрович Трофимов çумне сумлă  «Тĕп тренер» ят çыпăçни ахаль мар. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе миçе çамрăка спортăн пысăк аренине кăларман-ши вăл; Унăн вĕренекенĕсем - Ирина Данилова, Алена Федорова, Таня Иванова - Раççей, тĕнче шайĕпе палăрчĕç. Паянхи воспитанниксем те кашни турнир таблицинче - чи çÿлти йĕркесенче.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн çитĕнекен ăрăва кĕрешÿ ăсталăхне вĕрентес ĕçне хакламасăр хăвармарĕç. Иртнĕ кунсенче Вăрнарта иртнĕ республикăри уçă турнирта В.Трофимова «Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спортăн отличникĕ» кăкăр çине çакмалли паллăпа чысларĕç. Чăваш енĕн района килсе çитнĕ паллă тренерĕсем хăйсен ĕçтешне чĕререн тав турĕç, вĕçĕмсĕр çитĕнÿсем сунчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 марта 2008
00:00
Поделиться
;