Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пуçару паттăра манăçран кăлармасть

Михаил Григорьевич Кузьмин пуçарман пулсан, тен, Хурăнсур Çармăсра çуралса ÿснĕ, анчах Чечня вăрçинче пуçне хунă Владислав Антоновăн паттăрла ячĕ истори страницисенче кăна юлнă  пулĕччĕ. Паян вара унăн хăюлăхĕпе патриотизмĕ çинчен ватти те, вĕтти те аван пĕлет. Каччă ячĕпе йĕркелекен спорт ăмăртăвĕ акă çулсерен сывă пурнăç йĕркин тусне ытларах та ытларах пуçтарать.

- Пирĕн хамăрăн ентешĕмĕрсене манма ирĕк çук. Владиславăн шăпи синкерлĕ пулчĕ, ăссăрла хирĕçтăрусем ун пурнăçне çамрăкла татрĕç. Анчах унăн сăнарне эпир нихăçан та асран кăлармăпăр, - тет ăмăрту йĕркелÿçи, спонсорĕ Михаил Григорьевич.

Паттăр ячĕллĕ турнир кăçалхипе вунвиççĕмĕш хут иртнĕ. Вăл хăй «ытамне» Хурăнсур Çармăсри 130 çынна  пуçтарнă. Чи асли - 70 çула çывхаракан Евгений  Никитич Никитин, чи кĕçĕнни - улттăри Александр Михайлов.

Ял-йыш чи малтанах футбол вăййине пăхса киленнĕ. Шкул ачисемпе аслисем хушшинче вăйă хĕрсе пынă, анчах та пĕрремĕшсен хастарлăхĕ матча 5:3 шутпа çĕнтернипе вĕçлеме  май панă.

Теннис вăййисем харăсах икĕ сĕтел çинче сарăлнă. Малти вырăнсемшĕн çамрăксем хушшинче 26-ăн, аслисем вуннăн тупăшнă. Пĕрремĕш ушкăнри çĕнтерÿçĕсем çаксем: Джимми Шашков, Григорий Феофанов тата Сергей Андреев, иккĕмĕш ушкăнра - Михаил Кузьмин, Борис Никитин тата Николай Константинов.

Шашка турнирĕн таблицине вунулттăн çырăннă. Чи маттуррисем вара - Евгений Никитин, Василий  Зайцев тата Анатолий Крипчаков.

Пăшалтан перес текенсем уйрăмах чылаййăн пуçтарăннă - хĕрĕхе яхăн çын. Хĕрÿ тупăшура Евгений Никитина, Юрий Андреева, Игорь Шашкова çитекенни пулман, вĕсем пуринчен нумай очко илнĕ. Ăмăртăва чи çамрăк спортсмен та хутшăннă, ашшĕ пулăшнипе пĕчĕк Саша виçĕ очко пуçтарнă.

Спонсор хавхалантарăвĕ, паллах, лайăх. Анчах та ăмăртусенче ÿт-пĕве пиçĕхтернине, кăмăл-туйăма çĕкленине нимĕн те çитмест. Çĕнтерÿçĕсене парнесем кÿнĕ май, спорт уявне йĕркелекенсем - клуб директорĕ тата спонсор Михаил Кузьмин, Владислав Шашков худрук тата Валентина Егорова библиотекарь - çакна уйрăммăн палăртнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 марта 2008
00:00
Поделиться
;