Пулăшу пама хатĕр
Потребительсен прависене хÿтĕлессипе тата çынсен ырлăхĕшĕн тăрăшассипе епле ĕçленине тĕрĕслекен федераци служби пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра Европăри 16 çĕршывра грипп тата респираторлă вирус инфекцийĕ (ОРВИ) анлă сарăлнă. АПШ-ăн 23 штатĕнче çак чирсемпе асапланакансен хисепĕ уйрăмах пысăк пулнине регистрациленĕ. Китайра, Монголире, Израильте кăтарту пĕчĕк.
Юлашки икĕ эрнере Уралти, Çĕпĕрти, Инçет Хĕвелтухăçĕнчи хăш-пĕр хуласенче те гриппа чирлекенсем нумайланнă. Мускавра хальлĕхе ку тĕлĕшпе лару-тăру япăхах мар-ха. Паллах, çакăнпа лăпланмалла мар, мĕншĕн тесен грипп эпидемийĕ хăвăрт сарăлма пултарать. Сыхă пулмалли пирки кашнин астумалла.
Вăрнар районĕнче çак вăхăта çынсене грипп ернĕ тĕслĕхсене регистрацилемен. Анчах та кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса нарăсăн 16-мĕшĕччен респираторлă вирус инфекцийĕ ернĕ 194 çынна регистрациленĕ, çав шутран 149-шĕ - ачасем.
Грипп тата респираторлă вирус инфекцийĕ ан сарăлччăр тесе сиплев учрежденийĕсенче ятарлă планпа ĕçлеççĕ. Районти тĕп больницăра мероприятисене мĕнле пурнăçланине кашни кун тишкереççĕ. Иртнĕ çулхи юпа-чÿк уйăхĕсенче нумай çынна грипран прививка тунă. Сывлăх наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хушма вакцинаци ирттерме федераци бюджетĕнчен 273 пин, вырăнти бюджетран 100 пин тенкĕ уйăрнă, çав укçапа «Гриппол» вакцина туяннă. Грипран 6738 çынна прививка тунă. Çак хисепех 3300 ача тата предприяти-организацисенче - «Вурнарская МСОра, «Вурнарыдорстрой» акционерсен уçă обществинче - тимлекен 138 çын кĕрет.
Сыватмалли тата профилактика ирттермелли учрежденисенче чир-чĕре хирĕç тăма хатĕр пулмалли çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Акă районти тĕп больницăн инфекци уйрăмĕнче гриппа тата респираторлă вирус инфекцийĕпе йывăр чирлекенсене йышăнма 15 койка уйăрнă. Çавăн пекех кун йышши краватьсене Калининăри участок больницинче те пăхса хунă. Саппасра вируспа хирĕç кĕрешмелли, дезинфекци тумалли наркăмăшсăрлатмалли препаратсем тата медицинăра вăй хуракансем валли хÿтĕленмелли уйрăм хатĕрсем пур.