Рыцарь турнирĕнче
Çĕршыв хÿтĕлевçисен уявĕ умĕнхи кунсенчен пĕринче ача-пăча литературин пайĕн вулав залĕнче кĕçĕн çулхи ачасем пухăннă. Вĕсем «Рыцарь турнирĕ» конкурсра тата «Çĕршыв хÿтĕлевçисене мухтав» калаçăва хутшăнма кăмăл тунă.
Паллах, мĕн пĕчĕкренех арçын ачан хăйĕн характерне йĕркелемелле, ырă кăмăллă, çирĕп чун-чĕреллĕ, сывă кĕлеткеллĕ çитĕнме тăрăшмалла. Тĕрĕслĕхе тата ĕçе юратни, чăтăмлă пулма хăнăхни те кайри вырăнта мар. Пĕр сăмахпа каласан, хăюллă та çирĕп пулмалла чăн-чăн арçыннăн. Çак ыйтусене хускатнă та калаçура. Конкурсра вара ачасем кăткăс та çав вăхăтрах тавракурăма анлăлатма пулăшакан ыйтусене хуравланă: вырăссен паллă çар пуçĕсене тата пĕрремĕш орден ятне аса илнĕ, танксен тата çар тĕсĕсене каласа тухнă. Конкурса чи активлă хутшăнса тĕрĕс хуравсем панисене парнесемпе чысланă.
Çак кунсенчех ача-пăча литературин пайĕнче «Нарспи - чăваш литературин палăкĕ» кĕнеке куравне йĕркеленĕ. Ăна «Нарспи» поэма кун çути курнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Çавăн пекех вăтам шкул çулĕнчи ачасемпе «Гением воспетая Нарспи» калаçу ирттернĕ. Библиотекарьсем вĕренекенсене К.В.Ивановăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарнă, поэма пайĕсене хавхаланса вуланă. Кунта чи пĕлтерĕшли, паллах - ачасем чăваш литературин класикĕн генилле хайлавĕпе паллашни.