Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шкулсене - лицензиллĕ программăсем

«Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районти мĕнпур шкула интернетпа çыхăнтарнă. Çĕнĕ тапхăрта - вĕрентÿ учрежденийĕсене лицензиллĕ программăсемпе тивĕçтересси.

РФ Информаци технологийĕсен тата çыхăну министрĕн Л.Рейманăн сăмахĕсем тăрăх, компьютер программисен пакечĕсем мĕнпур шкула март вĕçнелле çитмелле.

Стандартлă пакет операци тытăмне, офис приложенийĕсене, архиватора, сăнÿкерчĕксемпе ĕçлемелли тата вируссенчен сыхлакан программăсене пĕрлештерет - пĕтĕмпе 56 компакт-диск. Лицензиленĕ программăсен пĕр компьютера тивĕçекен пакечĕ 2 пин тенкĕпе танлашать.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 марта 2008
00:00
Поделиться
;