Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Спорт ĕçре те пулăшать

Шалти ĕçсен тытăмĕнче службăра тăракан, пĕр сăмахсăрах, вăй-хал енчен тĕрек, çав вăхăтрах тавçăруллă пулма тивĕç -  тепĕр чухне ăс вăя та çĕнтерет-çке. Йăрăс пÿллĕ,  çирĕп  кăмăллă йĕрке хуралçи - ыттисемшĕн ырă тĕслĕх, вăл çынсемпе те пĕр чĕлхе хăвăрт тупать. Сывă çын ĕçре те  пысăк çитĕнÿсем тунине асра тытса, шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕнче тимлекенсемшĕн сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси - пуш сăмахсем мар. Коллектив вĕçĕмех хăйсен професси ăсталăхне ÿстерсе пынипе пĕрлех сывлăха хаклассине, çавна май ÿт-пĕве çирĕплетессине, пысăк тимлĕх уйăрать. Пĕр сăмахпа каласан, милици сотрудникĕсем спортпа яланах туслă пулнă. Çакна районти тата  республика шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртусенче çĕнсе илнĕ наградăсем, парнесем яруççăн çирĕплетеççĕ.

Спорта юратакан йĕрке хуралçисем, паллах, çĕршыв хÿтĕлевçисен уявне те яланхи пекех паллă тума шутланă - хальхинче те  ăмăртура тĕл пулнă. Февралĕн 21-мĕшĕнче, акă, пай сотрудникĕсем пистолетпа перес енĕпе тупăшнă. К.Иссаков, Н.Иванов тата В.Терентьев мишеньсене тĕл лектерсе пĕтĕмĕшле чи нумай очко пухнă. Февралĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ волейбол вăййинче шалти ĕçсен пайĕн ертÿçисен команди - пĕрремĕш, милицин участокĕнчи уполномоченнăйĕсен тата патрульпе  пост службин командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Уяв кунĕнчи - февралĕн 23-мĕшĕнчи - ăмăртусем те хĕрÿлĕхĕпе маларахри кунсенчен кая юлман. Алăпа чи нумай  туртăнса А.Ильин, Я.Никифоров, Д.Косарев малти вырăнсене йышăннă. Йĕлтĕрпе чупса ăмăртакансем те пысăк ăсталăх тата çĕнтерÿ патне пĕтĕм вăя парса ăнтăлнине кăтартнă. Çулсене кура уйăрнă тĕрлĕ ушкăнри çĕнтерÿçĕсем: А.Ильин, А.Игнатьев, В.Гордеев, О.Ефремов, Г.Филиппов, А.Поликарпов, К.Иссаков, С.Смолин, Я.Никифоров, Д.Косарев. Армрестлинг енĕпе В.Моськин, К.Иссаков, А.Назаров лайăх кăтартусемпе палăрнă. Канат туртакансем хушшинче те тупăшу интереслĕ иртнĕ, никам та пĕр-пĕрне парăнма шутламан. Ку енĕпе  çĕнтерĕве ОТОР, следстви пайĕн, патрульпе пост службин командисем тивĕçнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 марта 2008
00:00
Поделиться
;