Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ВĂРНАР ЙĔЛТĔРÇИСЕНЕ ÇИТЕКЕН ÇУК

Çанталăк çуркунне енне сулăнчĕ пулин те, йĕлтĕрçĕсен тапхăрĕ вĕçленмен-ха. Районта, республикăра кашни эрнере тенĕ пек ăмăртусем иртеççĕ.

Чăваш ен чемпионачĕ акă йĕлтĕр тусĕсене февралĕн 21-22-мĕшĕсенче пуçтарнă. Хĕллехи полиатлонра пирĕн район спортсменĕсем уйрăмшар зачетра  лайăх результатсем кăтартнă. Тĕрлĕ ÿсĕмре  Галя Павлова, Екатерина Логачева, Сергей Политов, Аня Григорьева, Елена Иванова чемпионсем пулса тăнă.

Çавăн пекех Эля Чугунова иккĕмĕш, Инга Тимофеева виççĕмĕш, Сергей Политов тăваттăмĕш вырăнсене йышăннă.

Командăпа район спортсменĕсем иккĕмĕш пулнă пулин те, эпир вĕсемпе чăнахах мухтанма тивĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 марта 2008
00:00
Поделиться
;