2008 - Çемье çулталăкĕ
Мăн Явăш ял поселенийĕнчи вĕрентÿ, культура, сывлăх учрежденийĕсен ертÿçисем çемье тата ача амăшĕн ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ çĕрте пысăк витĕмлĕх кÿреççĕ. Хăйсене сăмах парар-ха.
Н.Федорова, вăтам шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ:
- Пирĕн педагогсем, вĕрентÿ процесне çĕнетсе, лайăхлатса пынипе пĕрлех, ачасене тивĕçлĕ воспитани парасси çине витĕмлĕрех пăхма пуçларĕç. Кашни уйăхрах ашшĕ-амăшĕсене пухса, вĕренекенсен ĕçне-хĕлне пĕрле сÿтсе явассине яланхи йăлана кĕртрĕмĕр.
Педагогсем ашшĕ-амăшĕсен тĕл пулăвĕсенче кашни ачан лайăх енĕсене е тÿнтерлĕ пулăмĕсене шĕкĕлчеме тытăннăранпа классенче пĕлÿ шайĕ ÿсме пуçларĕ, дисциплина тĕрекленме тытăнчĕ. Иртнĕ чĕрĕкре «4» тата «5» паллăсемпе вĕренекенсен шучĕ ÿсрĕ, ĕлкĕрсе пырайманнисен хисепĕ чакрĕ. Тепĕр лайăх енне палăртса хăварам-ха: пĕлтĕрхипе кăçалхи вĕренÿ çулĕсенче право йĕркисене пăсакансем пачах пулмарĕç. Апла-тăк, ашшĕ-амăшĕсемпе тытакан çыхăнăвăн усси пурах, эпир ăна малашне те çирĕплетсех пырăпăр.
Ачасене кăмăл-сипет, эстетика, патриотизм майлă воспитани парасси лайăхланчĕ. Вунна яхăн тĕрлĕ кружок ĕçлет. Ачасем уйрăмах юрă-ташă кружокĕсене кăмăлласа çÿреççĕ. Искусство туйăмĕсене аталантарнă çĕрте Е.Петрова аслă вожатăй, шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ А.Павлова пысăк пуçарулăх кăтартаççĕ. Спорт секцийĕсене А.Степанов физкультура учителĕ ăста ертсе пырать. Вĕренекенсем çăмăл атлетикăна, йĕлтĕрпе чупассине, волейболла выляссине, çăмăл майпа кĕрешессине ытларах кăмăллаççĕ. Çак кунсенче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе шкулта ăмăртусем пулса иртрĕç. Çĕнтерÿçĕсене Вăрнарти В.Львов предприниматель волейболла тата теннисла вылямалли спорт инвентарĕсем парса хавхалантарчĕ.
Н.Андреева, культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи:
- Хамăр ĕçре çемье çулталăкне халалланă мероприятисене ытларах кĕртме тăрăшатпăр. Çĕнĕ çула кĕрсенех ачасен ырă пуласлăхне уçса паракан, çемье çирĕплĕхне тĕреклетме пулăшакан «Чуп-чуп уйăхĕ иртсен» ятлă литературăпа музыка композицине сцена çине кăлартăмăр. Сценарине хамăрах çырса хатĕрлерĕмĕр, ăна режиссура енĕпе ăста калăпларăмăр.
Акă çамрăк мăшăрсем Наталипе Валерий Кошкинсем, Оксанăпа Анатолий Макаровсем, Розăпа Сергей Степановсем, Иринăпа Владимир Ильинсем, Надеждăпа Роберт Языковсем, Линдăпа Леонид Шариковсем, Людмилăпа Владик Гурьевсем сцена çине капăр тумсемпе тухсан залра тăвăллăн алă çупни кĕрлесе кайрĕ. Пĕр авăк çамрăк мăшăрсен сăн-питне савăнăçпа юрату туйăмĕсем вĕçĕ-хĕррисĕр çиçсе тăчĕç. Вăхăт нумаях та иртмерĕ, шăнкăрав пек уçă саслисем хăйсен пултарулăхĕпе курма килнисене самантрах тыткăна илчĕç. Хореографи енчен ăста илемлетсе хатĕрленĕ «Çамрăк чухне ташласа юл» сюитăна халăх кăмăлласа йышăнчĕ - çамрăк мăшăрсен тĕл пулăвĕнче спорт ăмăртăвĕсем те тĕп вырăнта пулчĕç.
«Ан пурăнăр пĕр кун та юратусăр» - çапла ят патăмăр тепĕр сценарине. Ăна пурнăç урапине 60 çул хушши пĕр-пĕринпе килĕштерсе, юратса малалла туртакан мăшăрсене халалларăмăр. Тĕл пулу каçне 25 çултан пуçласа 60 çул хушши пĕрле пурăннă мăшăрсене чĕнтĕмĕр. Хаклă хăнасем хăйсен пурнăçĕпе паллаштарчĕç.
Çемье чысне халалланă тĕл пулу каçĕ юрă-ташăпа вĕçленчĕ. Ăна Мăн Явăшри вăтам шкулти искусство ăстисем кăтартрĕç. Çемье çулталăкне халалланă мероприятисем нумай енлĕ. Çывăх вăхăтра «Манăн анне - чи лайăххи» ятпа конкурс ирттермелле. «Эпĕ пĕçерни тутлăрах номенаципе иртекен конкурс та чылайăшне кăмăла кайма тивĕç. «Чăваш пики çи-пуçпа илемлĕ» ятпа иртекен юрăллă-ташăллă вăйă каçĕ те куракансене килĕшессе шанас килет.
И.Илларионова, çемье офисĕнчи врач-педиатр:
- Мăн Явăшри сиплев учрежденине уçнăранпа вăхăт нумай иртмен пулин те, вăл кĕске вăхăтрах халăх хушшинче ырă ят çĕнсе илчĕ. Ку сăлтавсăр мар. Эпир чирлĕ çынсене васкавлăн, тараватлăн йышăнатпăр, вĕсене медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатсах пыратпăр.
Çакна палăртма кăмăллă: Çемье çулталăкĕнче çамрăк мăшăрсем çирĕп сывлăхлă, тĕреклĕ ачасене çут тĕнчене парнеленипе, палăрма тытăнчĕç. Эпир вара пулас ăрăвăн сывлăхне вăхăтра тĕрĕслесе тăрассине, çамрăк пепкесене тĕрлĕ чир-чĕр ересрен сыхлассине тата вĕсене çийĕнчех сиплессине тĕп вырăна хуратпăр.
Ялсенче ача амăшĕсене медицина пулăшăвĕ вăхăтра парса тăнине пула чир-чĕрпе çуралнă пепкесем тата пĕчĕк ачасемпе вĕсен амăшĕсем вилни пулман. Чирлисене вăхăтра сипленĕ çĕрте Е.Михайлова фельдшерица, Н.Павлова, В.Наумова медицина сестрисем, З.Софронова санитарка пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ.
Халăх сывлăхне малалла аталантармалли наци проекчĕпе килĕшÿллĕн юлашки вăхăтра медицина учрежденийĕсен ку чухнехи çĕнĕ йышши оборудованисемпе пуянлатрĕç, чирлисене вăхăтра сиплев парассине, вĕсене эмелсемпе тивĕçтерессине палăрмаллах лайăхлатрĕç, медицина ĕçченĕсен ĕç укçине те курăмлăн ÿстерчĕç. Патшалăх халăх сывлăхне лайăхлатса пынине асра тытса эпир сиплев ĕçĕнче тата тăрăшуллăрах пулăпăр.