Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кам-ши чи лайăх класс ертÿçи

В.В.Рыжова (Пăртасри вăтам шкул), О.Н.Сандомирова тата А.Г.Скворцова (2-мĕш шкул), Н.В.Бурмистрова (1-мĕш шкул), С.В. Фомина (Мăн Явăш), З.А.Никифорова (Хирпуç), Т.А.Иванова тата Е.В.Трофимова (Хапăс), Е.Ф.Васильева тата И.А.Миронов (Çĕрпел), О.Л.Верендеева тата С.И.Афанасьева (Аçăмçырми), Л.Л.Сидорова (Кĕçĕн Кипек) - акă вĕсем районти чи пултаруллă класс руководителĕсем, 55 конкурсант хушшинче çĕнтерсе финала тухнисем.

Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулăн актовăй залне пуçтарăннисенчен нумайăшĕн вĕрентÿ ĕçĕнчи стажĕ сумлă. Çамрăксем те пур - пĕлÿ тĕнчин çĕн варкăшĕпе пуçарулăха курма уйрăмах кăмăллă пулчĕ.

- Эсир чи йывăр ĕçе пурнăçлатăр. Сире чăтăмлăхпа, ăспа, пултарулăхпа çитекен çук, - терĕ Чăваш ен Вĕрентÿ министерствин пай пуçлăхĕ Марина Соловьева. - Вăрнар районĕ яланах вĕрентÿ тытăмĕн лидерĕ пулнă, паян та çаплах. Конкурсантсен шучĕпе акă вăл ытти районсене хыçа хăварчĕ. Шанатпăр, çитес çулсенче вĕсен йышĕ тата та ÿсĕ.

Марина Александровна конкурса хутшăнни хăех паттăрла ĕç тунипе танлашнине каларĕнине каларĕ. Районта вĕренекен 4800 ача паян çирĕп те мал опытлă педагогсем аллинче пулнине палăртрĕ.

Хăйсен ĕçне жюрипе пĕрле министерство тата республикăри ача-пăча пултарулăхĕн «Эткер» клубĕн представителĕсем хакларĕç пулин те, финалистсенче хумханни ытлашшиех сисĕнмерĕ. Çакă вĕсен çирĕплĕхне, вĕрентес ĕçри иксĕлми пултарулăхне уççăн палăртрĕ.

Кашни класс ертÿçиех сцена çине уйрăм презентаципе тухрĕ. Анчах пуринне те пĕр тĕллев пĕрлештерчĕ: вĕрентекенсен аталанăвне воспитани никĕсĕ çинче йĕркелесси. Ăна мĕнле пурнăçланине финалистсем хăйĕн класĕнчи пĕр-пĕр ача тĕслĕхĕпе çирĕплетрĕç.

Презентаци «геройĕсем» тĕрлĕ характерлă: кам лăпкă, кам ытлашши «пуçаруллă», пĕри - ырă мар ĕçсем тума пултаракан ушкăнран, тепри - хăйне лайăх пултăр тесе кăна тăрăшакан ача т. ыт. те. Вĕрентекенсем вĕсемпе çыхăннă ыйтусене тĕрлĕ мелпе татса пама тăрăшрĕç. Тĕп вырăнта сăнав, куçа-куçăн калаçни, хăйĕн хăтланкаларăшне хаклама вĕрентни, психологсемпе социаллă педагогсен хаклавĕ, кружоксене, ырă ĕçсене явăçтарни пулчĕ.

Курăнать: «Самый класс классный» конкурсăн финалисчĕсем пĕчĕк мар, анчах çивĕч ыйту хускатнă. Хăйĕн проектне кашни чĕререн хÿтĕлерĕ. Çапах та республика представителĕсем, малашнехи йăнăшсенчен хăтарса, вăл е ку енĕпе асăрхаттарусем турĕç. Вăл шутра - лартнă тĕллевĕн вĕçне татăкăн-татăкăн тухни, папкăри материалпа калаçуллă презентацие çыхăнтарманни т. ыт. те. Кăтартуллă ĕç те çук мар. Ку вăл Аçăмçырминчи вăтам шкулти çамрăк учительницăн Светлана Ивановна Афанасьеван. Вăл 25 çула çитмен класс руководителĕсен ушкăнĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Ытти ушкăнри чи лайăх класс руководителĕсем çаксем: Нина Васильевна Бурмистрова - Вăрнарта 1-мĕш шкулти 3-мĕш «б» класс ертÿçи, Алина Георгиевна Скворцова - Вăрнарти 2-мĕш шкулти 9-мĕш класс ертÿçи, Лариса Ливиковна Сидорова - Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулти 11-мĕш класс ертÿçи.

Тĕрĕссипе, çак вĕрентÿллĕ, опыт илме пулăшакан уявра кашни финалистах дипломсене тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçĕсем ун çумне - статуэткăсем. Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Иванов вĕрентекенсене малашне те пуçарулăхпа пултарулăха ÿстерсе пыма ăнăçу сунчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 марта 2008
00:00
Поделиться