Шупашкарти студентсем - аш-какай комбинатĕнче
Курнинчен курманни, пĕлнинчен пĕлменни нумай теççĕ. Вĕренÿ заведенийĕсенче кăна пĕлÿ илни çителĕксĕр. Теорие практикăпа çыхăнтармалла. Уйрăмах ял валли хатĕрлекен çамрăк кадрсене производствăна тăтăшах илсе тухни, вĕсене уй-хирсенче, фермăсенче практика ирттерме майсем туса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Капла пулас специалистсем çĕр-аннемĕре ытларах хисеплеме вĕренĕç, тăван тăрăхра ĕçлесе пурăнас текенсен хисепĕ те ÿсĕ. Акă иртнĕ эрнере аш-какай комбиначĕ ялăн тĕрекне - Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен кăçал вĕренсе тухакан студентсене - хапăлласах йышăнчĕ. Çамрăксем - хамăр енчи тата кÿршĕллĕ Йĕпреç, Элĕк, Красноармейски районĕсенчи яшсемпе хĕрсем. Ахăртнех, вĕсем Вăрнар районĕнчи предприяти-организацисене ĕçе вырнаçсан унта пĕр чăрмавсăрах çÿреме пултарĕç. Тепĕр тесен комбинатăн хушма хуçалăхĕсем Йĕпреç, Красноармейски тăрăхĕсенче те пур.