Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕпчев ĕçĕпе палăрнă

Санарпуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем районти, республикăри наука конференцийĕсенче çулсеренех призлă вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Кунта проект, тĕпчев ĕçĕсем хатĕрлесси анлă сарăлнă. Вĕсене вара аслă классенче вĕренекенсем кăна мар, кĕçĕннисем те явăçнă.

2-мĕш класри Костя Александров акă кăсăклă ĕç пуçарнă – ыйтăм, анкетировани мелĕпе вăл аслисемпе кĕçĕннисем чăваш глаголĕсене тĕрĕс çырма пĕлнипе-пĕлменнине тĕпченĕ. Тишкерÿ çакна кăтартса панă: ку шкулта вĕренекенсем глаголсене çырнă чухне йăнăшмаççĕ. Аслисем те çаплах.

Асăннă ĕçпе Костя республика шайĕнче те палăрнă, кĕçĕн классем хушшинчи «Эпĕ - тĕпчевçĕ» конкурсăн çĕнтерÿçи пулса тăнă. Вĕрентекенĕ - Надежда Леонидовна Ильина.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
07 марта 2008
00:00
Поделиться
;