Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Вите тулли выльăх-чĕрлĕх, ĕне ферми - чăн сĕт кÿлли...»

Малалла чăваш халăх юрринче çапла каланă: «Эпир хамăр вĕсен хуçи - çавăнпа пуян пирĕн совхоз». Илсе  кăтартнă йĕркесенчен çакă курăнать: хастар ĕçлесен кăна ÿсĕм-çитĕнÿ тума пулать. Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕсенче тăрăшакансем пирки те ырă сăмахсем кăна каламалла. Сысна комплексĕнче самăртакан ушкăнри сыснасем районта чи хăвăрт ÿт хушаслăхĕпе палăраççĕ. Выльăхсем валли комбикорм вырăнтах хатĕрлеççĕ. Çавна май тăкаксем те сахалланаççĕ. Студентсем сысна комплексне те çитсе курчĕç. Юрий  Алексеевич  нацпроект пулăшнипе кунта пысăк ĕçсем туса ирттерни çинчен каласа пачĕ. Приоритетлă патшалăх программине тухăçлă пурнăçланăран аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари хушма хуçалăхĕнче те - панкрутăн тĕпсĕр çырми патнех çывхарнă малтанхи «Новый путь» кооператив территорийĕнче - ырă улшăнусем пулса иртнĕ. Вĕсене çамрăксем асăрхарĕç. Ĕç çыннисене пылчăк хăратмасть, мĕншĕн тесен асфальт çул пур. Сĕт-çу фермине реконструкциленĕ, газ кĕртнĕ. Çĕнĕ сĕт пăрăхне хута янăран, хăватлă оборудовани вырнаçтарнăран Шупашкарти сĕт завочĕ продукцие хаклăрах хакпа йышăнать. Хуçалăхра хальлĕхе 811 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутран ĕнесем - 202. Генеральнăй директор каланă тăрăх, тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл - ĕнесен хисепне 400 пуçа çитересси. Кăçал хуçалăхра выльăх самăртмалли вите хута ямалла. Студентсенчен пĕри кунта пластик кантăксем лартнине асăрхарĕ. Ю.Попов вĕсем хăйсен тăкакне кăлараççех тесе пĕлтерчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 марта 2008
00:00
Поделиться