Яла ĕçрен хăраман çамрăксем кирлĕ
Аш-какай комбинатĕнче, унăн хушма хуçалăхĕсенче пулнă хыççăн студентсене тата вĕсемпе пĕрле килнĕ преподавательсене райадминистрацире Анатолий Кузьмин ăшшăн кĕтсе илчĕ. Район пуçлăхĕ çамрăксене хăйсен специальноçĕпех ĕçлеме ыйтрĕ.
- Яла килме ан хăрăр. Кунта пурнăç условийĕсем лайăхлансах пыраççĕ. Пур яла та çут çанталăк газĕ çитнĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра республикăра та, Вăрнар енче те асфальтлă çулсем сарассипе, халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе хытах тимлеççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакан специалистсене патшалăх çурт-йĕр çавăрма (туянма) пулăшать, субсидисем уйăрса парать, - терĕ Анатолий Иванович.
Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн проректорĕ Р.Айзатов сăмах илнĕ май преподавательсем специалистсем хатĕрлес енĕпе хăйсенчен мĕн кирлине пĕтĕмпех тунине пĕлтерчĕ, кăçал диплом илекенсене яллă тăрăхра вăй хума йыхравларĕ. «Производствăна кайсан - эсир ял хуçалăх академийĕн мăнаçлăхĕ пулатăр», - терĕ Рамиль Мирзавич.
Проректорăн сăмахĕсене яш-кĕрĕмпе хĕрупраç ăша хывсан питĕ аванччĕ. Çĕршывра 59 аслă шкул, 280 техникумпа колледж тата ытти вĕренÿ учрежденийĕсем яла валли специалистсем хатĕрлеççĕ. Анчах та пĕрех механизаторсем, агрономсем, зоотехниксем, инженерсем çитмеççĕ. Дипломлă специалист ялта тĕпленсе юласран шикленсе хулана суту-илÿ ĕçне явăçнине мĕнле ăнлантармалла;! Вĕсене вĕрентсе патшалăх сахал мар укçа-тенкĕ тăккаланă-çке; Яшсемпе хĕрсем яла килмесен ял хуçалăхне кам çĕклĕ, кам уй-хирте хăватлă хурçă утсен штурвалĕсене тытса пырĕ; Çакăн пек çивĕч ыйтусене хускатрĕç ларура. Тимлĕн итлесе ларчĕç студентсем. Хăшĕ-пĕри аш-какай комбинатĕнче, унăн хушма хуçалăхĕсенче курса çÿренĕ хыççăн яла килес туртăм ÿснине пĕлтерчĕç. Студентсем те, преподавательсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕл пулăва йĕркелеме пулăшнăшăн Ю.Попова, район пуçлăхне А.Кузьмина пысăк тав сăмахĕ каларĕç.
Кадрсем пĕтĕм ыйтăва татса параççĕ. Вĕсем çитмелли предприяти-организацисене сулмаклă утăмсемпе аталантараймастăн. Тĕл пулăва акă «Родник» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Л.Горбунова, «Юнтапа» кооператив ертÿçи П.Трифонов килнĕ. Вĕсем çамрăксене хăйсен хуçалăхĕсене ĕçлеме чĕнчĕç.