Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ал ĕçĕ тума та, апат пĕçерме те ăста

Лавккасен сентрисем çинчен парнесем хăвăрт çухалаççĕ, арçынсен аллисенче - илемлĕ чечексен çыххисем. Çапла, Хĕрарăмсен уявĕ - Мартăн 8-мĕшĕ - çитрĕ. Этемлĕхĕн черченкĕ пайĕ çак кун юратнă çынсенчен саламсем йышăнать, ыррине кăна кĕтет.

Уяв кунĕнче никамăн та салху кăмăл-туйăм ан пултăр, йывăрлăхсем аякалла сирĕлччĕр. Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче сипленекен-пурăнакансем хушшинче те, акă, хĕрсемпе хĕрарăмсем сахал мар. Вĕсене Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе саламлас, савăнăçпа ăшă кăмăл парнелес тесе интернатра тимлекенсем илĕртÿллĕ уяв программи хатĕрленĕ. Ăна шÿтлĕ те хаваслă конкурссем евĕр йĕркеленĕ. Кашни хĕр чи ăсти те пултарулли, ырă та уçă кăмăлли пулма тăрăшать-çке. Çапла ăмăртура хăйсем хушшинче чи маттуррине палăртрĕç те интернатра пурăнакан хĕрсем. Мĕн тĕрлĕ конкурс витĕр тухмарĕç пулĕ çамрăк пикесем... - тавçăрулăха кăтартмаллисем те, вăй виçмеллисм те, ал ĕçĕ тумаллисем те, апат-çимĕç пĕçерес пултарулăхпе çыхăннисем те пулчĕç. «Веселая прогулка», «Обжорки», «Хозяюшка», «Овошная лихорадка» тата ыттисем те - конкурссене хаваслă тума тăрăшни ячĕсенченех курăнать. Пурте харăс çĕнтерÿçĕсем пулаймарĕç пулин те, хĕрсем çав-çавах пултарулăх ăмăртăвне пысăк хавхаланупа хутшăнни курăнчĕ. Уяв хăйĕнпе илсе килнĕ савăнăç, пĕр-пĕрне парнеленĕ йăл кулă кашниншĕнех чи хаклă парне пулчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
12 марта 2008
00:00
Поделиться