Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хура тăпран пуянлăхне кам упрĕ

    Унччен хуçалăха арендăна панă çĕр пайĕсене хăш-пĕр хресчен харпăрлăха куçарма шутларĕ. Ку ыйтупа район хаçатĕнче пĕлтерÿсем пичетленеççĕ. Çĕр пайĕсемпе кооперативран уйрăлса тухма халăхран ирĕк ыйтса çыраççĕ ял çыннисем. Паллах, çĕр çинче вăй хума пурте кăмăлламаççĕ. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Пĕрин машина-трактор çук, теприне харсăрлăхĕ, хĕрÿлĕхĕ çитеймест. Çĕр вара ÿркенмен çынна кăна хисеплет.

 

Хам пурăнакан тăрăхах илер-ха. Чылайăшĕ Мускава çÿрет. Ялта вăй питти çамрăк çукпа пĕрех. Мĕншĕн яш-кĕрĕм çĕр-аннемĕртен писрĕ-ши; Çакна пулах хуçалăхсем арканаççĕ, ялсем пушанса юлаççĕ. Айăпĕ, тен, ăслă ăру ача-пăчана тăван тавралăха юратма вĕрентейменнинче; Ĕлĕкрех шкул программинче ятарлă  «Трактор» предмет пурччĕ. Аттестат илнĕ-илменех каччăсем колхоз-совхозра хурçă  ут тилхепине тытатчĕç. Ман шутпа, ачана мĕн пĕчĕкрен çĕре юратма, хаклама хăнăхтармалла. Пуçламăш классенчех ăна истори калавĕсем, ÿкерчĕксем тăрăх çак ĕçпе паллаштармалла. Аса илер-ха иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчи прихут шкулĕсене. Вăл вăхăтра учебниксенче ял хуçалăхĕсенче пурнăçламалли ĕçсем пирки текстсем пичетленĕ. Вĕсене чуна пырса тивекен илемлĕ ÿкерчĕксемпе капăрлатнă.

«Ботаникăпа» «Зоологи» кĕнекисем хальхи пурнăçра çителĕксĕр. Вĕсене вуласа ял хуçалăх культурипе выльăх-чĕрлĕхе çитĕнтерме вĕрентеймĕн. Шкулта «ĕç урокĕсем» иртеççĕ паллах. Анчах ку та ял ачисене çырлахтармасть. Аслă классенче ял хуçалăх ĕçĕсене хăнăхтармаççĕ.

80 çулсенче ял шкулĕсен программине «Агротехника», «Основы растениеводства»,  «Основы животноводства» предметсем  кĕртнĕччĕ. Çуллахи вăхăтра ĕçпе кану  лагерĕсем, бригадăсем йĕркелетчĕç. Тракторист, шофер специальноçĕсене алла илме майсем туса панăччĕ. Ун пек шкулсем халĕ те унта- кунта сыхланса юлнă. 90 çулсенче чыллайăшĕ шкултах хăйсен квалификацине «Нива» вĕрентÿ комбиначĕ пулăшнипе ÿстерме пултаратчĕ. Вунă çул хушшинче çав филиалсенчен 612 çамрăк вĕренсе тухнă. Эпĕ те трактористсем хатĕрлес ĕçре 25 çул вăй хутăм.

Вăрнар районĕнчи Çĕрпелти, Санарпуçĕнчи вăтам шкулсенче (директорĕсем Я.Корниловпа С.Максимова), Вăрнарти 29-мĕш професси училищинче (директорĕ Н.Васильев, унăн заместителĕ М.Христофоров) тракторист профессине алла илме вырăнтах пулăшаççĕ. Çак вĕрентÿ учрежденийĕсем ял хуçалăх предприятийĕсемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Вунă çул каялла Муркаш районĕнчи Мăн Тивĕш вăтам шкулĕнче пулас  фермерсене хатĕрлетчĕç. Халĕ вара пăрахăçларăç. Çĕр çинче ĕçлесе пуяймăн терĕç-ши;

Паянхи пурнăçра ял аталанăвĕ тĕп вырăнта пулмалла. Çакна Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕнче палăртнă. Яла çĕклеме вара çамрăксенчен тытăнмалла. Хуçалăхсене çĕнĕрен аталантарма ăста ертÿçĕсем, пысăк пĕлÿллĕ специалистсем, хастар трактористсем... кирлĕ. Ялăн ыранхи кунне курса тăрса аслă классенче çĕнĕрен «Трактор» предметне вĕрентме пуçăнмалла. Пурнăçра техникăна пĕлни питех те  кирлĕ. Капла хресчен ывăлĕ хулара ĕçлесе ялта хушма хуçалăх тытма пултарĕ. Çĕр-аннемĕр те çум курăк айĕнче макăрса выртмĕ.

Ял хуçалăхĕнче потребительсен кооперативĕсем йĕркеленеççĕ. Вĕсене тытса пыма каллех тарăн пĕлÿллĕ специалистсем кирлĕ. Ертÿçĕ пулса çуралмаççĕ, вăл  майĕпен çулсем иртнĕçемĕн туптанать. Лаша пуласси тихаран паллă. Никĕсне шкулта ăс  пухнă вăхăтра хывмалла. Çавăн чухне, тен, хресчен ывăлĕпе хĕрĕ хура тăпра пуянлăхне упрама хăнăхĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
12 марта 2008
00:00
Поделиться
;