Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ырă улшăнусем савăнтарчĕç

Тин çеç Вăрнарти 4-мĕш «Березка»номерлĕ ача-пăча сачĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасчĕ. Анчах та 2007-мĕш çулхи чÿк уйăхĕнче садике çветтить турĕç. Çакăн хыççăн кунта çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ. Пире, ашшĕ-амăшĕсене, садикре пулса иртекен çĕнĕлĕхсем  савăнтарчĕç çеç. Çапла пĕррехинче, ку вăл Мăнкун эрниччĕ, Нина Николаевна Волкова воспитатель хăйĕн вĕренекенĕсене Çветтуй Георгий  чиркĕвне илсе кайнă. Ачасем службăра пулнă. Воспитатель каланă тăрăх, ачасем хăйсене чиркÿре лайăх тытнă, чăтăмлă  пулнă, мĕн каланине итленĕ. Пачăшкă вĕсем службăра пулнишĕн савăннă. Вăл Нина Николаевнăн вĕренекенĕсем малашне те чиркĕве килсе çÿрессе шаннине пĕлтернĕ.

Вăхăт иртнĕçемĕн ырă улшăнусем сисĕнчĕç. Киле килсен ачасем ытларах группăра мĕнле çĕнĕлĕхсем пулса иртни пирки каласа пама пуçларĕç: Нина Николаевна тăрăшнипе «Отче наш» кĕлĕне вĕренни пирки, Библири 10 халал çинчен,  пачăшкă парнеленĕ Ырăпа Усал çинчен калакан кĕнекесемпе паллашни пирки.

Чăннипех те, пирĕн ачасен пурнăçĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Ушкăнри ачасем хушшинчи хутшăнусем лайăх енне туртăнни сисĕнчĕ. Çакăнта, паллах, Нина Николаевна Волкова воспитателĕн тÿпи курăмлă. Вăл хăйĕн вĕренекенĕсене ырăрах, тÿсĕмлĕрех тăвассишĕн нумай тăрăшать. Çак ĕç, вырăссен паллă педагогĕ Сухомлинский каланă тăрăх, «чи сăваплă ĕçсенчен пĕри».

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
12 марта 2008
00:00
Поделиться