Пыл хурчĕсене кăларма ан васкăр
Кашни утарçăн пыл хурчĕсене маларах кăларас килет. Анчах çутçанталăк ыйхăран вăранайман-ха, чăтăмсăррисен ăшша кĕтсе илмех тивет. Вăхăт çитиччен тапратнă çемье уйăхра 3-5 кг пыл çисе ярать, вĕллне вара нимте илсе килмест. Енчен те сирĕн 2-3 çемье кăна пулсан, тăкакĕ пысăк мар-ха. Утарта вунă, çирĕм, вăтăр вĕлле пулсан вара;
Çавăнпа та пыл хурчĕсем кăлармалли вăхăта утарçăсем те, çанталăк та мар, пыл хурчĕсем хăйсем палăртаççĕ. Енчен те хуртсем хĕле аван ирттернĕ, хăйсене лăпкă тытаççĕ тата варвитти ермен, вĕллесенче хурт виллисем сахал пулсан, пахалăхлă апат та çителĕклĕ-тĕк, вĕсене ирех кăларма ан васкăр, хăйсен кăмăлне кура хĕл каçчăр. Вĕллесенче пысăк шăв-шав тăни вĕсенче лару-тăру кăткăссине пĕлтерет. Шавлă вĕллесенче хуртсем вĕçев хăми çине тухаççĕ-тĕк, хĕл каçмалли вырăнтан кăларса вĕçсе çаврăнма май пани лайăхрах. Кăлариччен малтан утар территорине юртан тасатмалла, кĕлпе е торфпа сапмалла. Омшаниксенчен илсе тухиччен вĕллесене тачă хупмалла. Вĕсене асăрханса, шаккамасăр-силлемесĕр кăларăр. Кăнтăрла тĕлнелле, пыл хурчĕсем майĕпен лăплансан, çанталăк ăшăтсан вĕлле шăтăкĕсене уçма та юрать.
Пĕрремĕш «вĕçевех» хуртсем мĕнле хĕл каçнине кăтартса парĕ. Çуркуннене ăнăçлă кĕтсе илнисем, акă, туслăн вĕçеççĕ. Япăх хĕл каçнисен, амасăррисен, нозематозпа аптăраканнисен вăй-хал сахалрах. Хăшĕ-пĕрисем вĕçев хăми тата вĕллен тулаш стенкисем çинче шуса çÿреççĕ, вĕсене каяшпа варалаççĕ. Çуркунне пуçламăшĕнче вăтам вăйлă çемьесенче 10 килограмран кая мар пыл тата 1 - 2 рамка чечек тусанĕ пулмалла. Çакă çурхи аталану валли çителĕклĕ те. Пыл саппасĕ çук-тăк, çемьесене канди памалла.
Çуркунне пыл хурчĕсене апатран ытларах шыв кирлĕ. Ку тапхăрта йăвасенче хунав та пур. Пылпа чечек тусанне шĕветмелле, анчах шыв ниçтан илме май çук. Пĕтĕмпе çемьене кашни кунах 45-50 грамм шыв кирлĕ. Çемьене шывпа тивĕçтерес тесе, шыв «йăтакансем» вĕллерен 4ºС ăшăра тухма тытăнаççĕ. Анчах ку температура вĕсемшĕн хăрушă, çавна май хуртсем йăвана таврăнаймаççĕ.
Апла пулсан утарçăсен пĕрремĕшле тивĕçĕ - ĕçтеркĕч - катка е пичке, тайлăк хăма - хатĕрлесси. Шыв илмелли вырăн ăшă çĕрте пултăр.
Пыл хурчĕсене кăлармалли лайăх вăхăт пирĕн тăрăхра апрель пуçламăшĕ шутланать. Анчах çулпа çул пĕр килмест. Хăш-пĕр утарсем - кăнтăр, теприсем çурçĕр енче вырнаçнă. Çавăнпа та хурт-хăмăр ăстисен календарь çине пăхмалла мар, çутçанталăка сăнамалла. Уçă уçланкăсенче ама хупаххи сарă чечек çурчĕ-тăк, çÿçе папка кăларчĕ пулсан - ĕçе пуçăнма вăхăт.
Чăннипех те утарçăсемшĕн чи яваплă тапхăр вĕçленет. Пыл хурчĕсен çемйисене вилессинчен мĕнле упраса хăвармалла; Çурхи тапхăрта мĕнле эмелсемпе усă курмалла; Çак тата ытти çивĕч ыйтусене утарçăсен çулсерен ирттерекен канашлăвĕнче пăхса тухăпăр. Пурне те мартăн 20-мĕшĕнче Вăрнарти 29-мĕш училищĕн актовăй залĕнче кĕтетпĕр. Канашлу 10 сехетре пуçланать. Йăлана кĕнĕ тăрăх канашлу хыççăн пыл куравне йĕркелетпĕр. Çĕнтерÿçĕсене парнесем кĕтеççĕ. Куравра çавăн пекех утарçăсенчен пысăк пахалăхлă пыл туянма май пур.