Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Яваплăха туйса ĕçлетпĕр

Медицина тытăмĕнче ĕçлекен хĕрарăмсенчен тĕлĕнетĕп: мĕнле майпа ĕлкĕреççĕ вĕсем пур çĕрте те; Ăçтан тухса тăрать вĕсен иксĕлми вăй-халĕ; Çемье вучахне тытса пырасси те вĕсен черченкĕ хулпуççийĕсем çине тиенет, ача-пăча çуратса тивĕçлĕ çынсем ÿстересси те вĕсем çинчех, кил-çуртри ĕçсем те темĕн чухлех. Пурнăçра темĕн те пулса иртет пулин те, йывăрлăхсем чăрмантарсан та, хăйсен тивĕçĕсене - çынсен сывлăхне сыхлассине -  пĕтĕм чунтан парăнса пурнăçлаççĕ шурă халатлă пикесем. Çапла пулмасăр, ăшă сăмах эмелтен те лайăхрах сиплет тени чăннипе те тĕрĕсех - чирлисем ăнланулăх шыраççĕ вĕсенчен, пулăшу кĕтеççĕ.

Юн тĕрĕслеттерес е ытти анализсем парас тĕллевпе Вăрнарти тĕп больницăн лабораторийĕнче пулман çын çук пулĕ районта. Кунта та, акă, çăмăл мар ĕçе черченкĕ хĕрарăмсем пурнăçлаççĕ. Кунне  миçе çын тухмасть пулĕ вĕсен çепĕç аллисем витĕр - иккĕн 150 - 160-шар çын йышăнаççĕ. Тепĕр чухне кăшт сывлăш çавăрса илме те вăхăт çук.

«Пирĕн тивĕç питĕ яваплă, йăнăшма юрамасть. Çын мĕнле чирпе аптранине пĕлесси, тĕрĕс диагноз лартасси анализ кăтартăвĕсенчен нумай килет. Çакна çирĕп ăнланатпăр», - тет лаборатори заведующийĕ З.Жилкина. Хăйĕн ĕçтешĕсемпе мухтанине пытармасть Зоя Викторовна.

Елизавета Данилова лаборантка, сăмахран, Вăрнарти лабораторире 1993 çултанпа вăй хурать. Çак тапхăрта коллективра пысăк хисепе тивĕçнĕ вăл, пархатарлă ĕçне хакласа район çыннисем те кăмăллаççĕ.

Хăйне шаннă ĕçе, темле пысăк калăпăшлă пулсан та, хăвăрт çав вăхăтрах пахалăхлă пурнăçлать. Тăрăшулăхпа тата тирпейлĕхпе уйрăлса тăрать. «Лайăх ĕçшĕн мухтаса тав тума кăна пултаратăп. Ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вăл», - пĕтĕм чун-чĕререн ырлать ĕçтешне лаборатори заведующийĕ. Чăнах та, Елизавета Ивановна - паха опыт пухнă специалист. Сăмах май, хăйĕн ĕç стажне вăл Тюменьти облаçри больница клиникин лабораторийĕнче уçнă. Çамрăк лаборантка кунта аслă юлташĕсенчен вĕренсе пырса пĕлĕве татах та анлăлатса пынă.

Ольга Павлова фельдшер-лаборант вара Вăрнарти тĕп больница лабораторийĕнче икĕ çул кăна тимлет-ха. Анчах çак кĕске вăхăтрах ÿсĕмсем тума пултарнă вăл. Пултаруллă  çамрăк специалистăн, паллах, малашлăхĕ пысăк. Çынсемпе  питĕ вашават, ăшă сăмахсемпе хавхалантарма пĕлет теççĕ ун пирки пурте.

Ирина Ивановăна та ырăпа кăна асăнать З.Жилкина. 90-мĕш çулсенче лаборатори ĕçне кÿлĕннĕ фельдшер-лаборант нимле йывăр ĕçрен те хăраса тăмасть. Тăрăшулăхне кура ят-сумĕ ĕнтĕ - вăл та коллективра уйрăмах хисепре.

Сывлăх сыхлавне тивĕçтересси - кăткăс ĕç. Çавна май шурă халатлă пикесене ăнăçу тата чăтăмлăх сунас  килет. Эсир çынсене пулăшу тата шанчăк паратăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
12 марта 2008
00:00
Поделиться