Юратнă амăшĕсене саламларĕç
Çурхи пĕрремĕш кунсенчех хĕвел пире хăйĕн хĕрÿллĕ ăшшипе савăнтарчĕ. Вăл та уяв çитсе пынине туйса, аннесемпе асаннесене, аппасемпе йăмăксене савăк кăмăл парнелес терĕ пуль. Ахальтен мар Хĕрарăмсен уявне пĕтĕм тĕнче çĕнĕрен çуралнă вăхăтра - çурхи пĕрремĕш кунсенче - паллă тăваççĕ-çке. Ăшă та çепĕç сăмахсем, хÿхĕм чечексем, ыр кăмăлтан сĕнекен парнесем - пĕтĕмпех хĕрпĕрчисем, хĕрсемпе хĕрарăмсем валли.
Амăшĕсем валли юратнă тĕпренчĕкĕсем хатĕрленĕ парнесем вара чи хаклисем, чи тĕлĕнтерекеннисем. Калининăри «Светлячок» ача садĕнчи вăтам ушкăна çÿрекенсем, воспитательсем пулăшнипе, амăшĕсен ячĕпе йĕркеленĕ уяв уйрăмах хăйнеевĕрлĕ пулчĕ. Ачасем юратнă çыннисене Асамлă Кÿлĕ тĕнчине çитсе курма чĕнчĕç. Мĕн кăна пулса иртмест пулĕ кунта - юмахсенчи сăнарсемпе те паллашма май пур, пурте савăнма юратаççĕ, ырă ĕçсем кăна тăваççĕ... Ачасем те асамлă тĕнчере çухалса каймарĕç - юрă-ташă вĕсене те тыткăна илчĕ. Кашниех амăшĕсене халалласа сăвăсем калать - пĕринчен тепри маттур вĕт. Акă кĕтмен çĕртен хăна килсе кĕчĕ - кам-ши ку; Пурте пĕлекен, юратакан юмахри сăнар иккен - Буратино. Пĕчĕк хĕрсемпе каччăсем хаклă хăнана вăйă картине чĕнчĕç те, тата илемлĕрех те янăравлăрах юрăсем шăрантарчĕç, çаврăнуçуллă хусканусем туса ташша ячĕç. Юрă-ташă сасси ытла та çепĕççĕн аякка тăсăлса татах та хăнасене йыхравларĕ. Тортила тимĕр шапа тата сĕлĕхсен тусĕ Дуремар та çак сасса илтсех уявра савăнакан ачасем патне çитрĕç. Тахçанчченех тăсăлчĕ уяв юрри-ташши. Музыка залне пухăннă амăшĕсем куракансем кăна пулмарĕç, пĕчĕк шăпăрлансем вĕсене те ташша ертсе тухрĕç. Ачасем хăйсене аллисемпе ăсталанă парнесем амăшĕсене çак асамлă куна нихăçан та манма памĕç.