Çураки çывхарать
Ака-суха ĕçĕсене пуçăнма вăхăт çитсе пырать. Çĕр пулăхне ÿстерме хальлĕхе районти ял хуçалăх предприятийĕсем пурĕ 2529 тонна минераллă удобрени туяннă. Ертÿçĕсене, агрономсене вăрлăха çĕнетес ыйту та канăç памасть. Кĕркунне те, çуркунне те мĕн акатăн, çавă шăтать тенине яланах аса илме тивет. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп агрономĕ А.Борисов пĕлтернĕ тăрăх, пысăк пахалăхлă «Эльф» урпана аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ Çĕрпÿри наукăпа тĕпчев институтĕнчен 100 тонна, «Вурнарская» агрофирма вара Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» хуçалăхран 70 тонна туяннă. Шел те, хăш-пĕр хуçалăхсенче çуракине хатĕрленессипе начар тимлеççĕ. «Правдăра» акă вăрлăх пахалăхлă мар, «Гвардеецра» акмалли тырă пĕр пĕрчĕ те çук. Юрать, пулас тухăçшăн ырми-канми тăрăшакан хуçалăхсем пур. Вĕсем хастарлăх кăтартнăран районта акма палăртнă вăрлăхăн 87 проценчĕ кондицие ларнă.