Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Драма театрĕн артисчĕсем - Вăрнарта

Пĕлтĕр Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров «Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли  мерăсем çинчен» Указа алă пуснă. Паллах, ялти клубсене çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăрни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çынсем спектакль-концертсем курма та ытларах çÿрĕç, пултарулăх номерĕсене те хастартарах хутшăнĕç. Ĕçпе канăва черетлени, пушă вăхăта усăллă ирттерни пурнăçа интереслĕрех тăвать. Акă юнкун К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн коллективĕ Вăрнарти культура çуртĕнче «Гражданла брак» камит кăтартрĕ. Тĕп рольсенче Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин халăх  артистки Н.Григорьева, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем Н.Гордеев, Н.Воюцкая вылярĕç. Куракансем спектакле пысăк хак пани вĕсем тăвăллăн алă çупнинчен лайăх курăнчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 марта 2008
00:00
Поделиться
;