Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Орден -медалĕ мар, сума суни хаклă

Тунмастăп, ку темăна эпĕ темиçе çул каяллах хускатнăччĕ, анчах тĕттĕмлĕхре уйри мулкача тĕлленĕ евĕрех килсе тухрĕ ахăртнех - тивертеймерĕм. Çук-ха, кăштах урăхларах каламалла пулĕ: ун чухнехи хамăр парламентăн пĕр сессийĕн кун йĕркинчи «путлантарнă» ыйтăва тепĕр хут çĕклеттерме хал çитереймерĕм. Ыйтăвĕ çав тери çивĕчленсе çитнĕ теме çылăх, çапах та малашне те шăп тăма, калаçăва тепĕр хут пуçармасăр пурăнма - икĕ хут çылăх.Калас шухăшăн йывăрăшне туйса тăнăран ун патне каллех таврăнма тĕв турăм. Хальхинче уçăмлăх кĕртсе пайăррăнах палăртрăм: Чăваш Республикин виççĕмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн çирĕм виççĕмĕш сессийĕн ĕçне хаçатçă пулса хутшăннăран, 20 пункт йышĕнче «Ача амăшĕ-героиня» ят парас ыйтăва курсассăн, пытармастăп, чунра ырă пулса кайнăччĕ. «Тинех!» терĕм çав самантра. Анчах савăнăç туйăмĕ вăраха пымарĕ: тавлаштараканни, депутатсен корпусне темиçе ушкăна уйăраканни (ку енĕпе - кашнин хăйĕн шухăшĕ, пĕтĕмлетĕвĕ) шăпах «Чăваш Республикин патшалăх наградисем çинчен» саккун проекчĕ пулчĕ.

Çавăн чухне чуна пăлхатнă çав тавлашу туйăмĕ чылайччен сĕвĕрĕлмерĕ. Хама пурнăç тыткăчи, унăн чĕри тесе хисеплесе пурăннă-пурăнакан Амăшĕ умĕнче питĕ аван мар туйрăм. Мĕншĕн тесен çав саккун проектне сирчĕç, пăрахăçларĕç, кирлĕ мар терĕç. Кун йĕркине кĕртнĕ пулсан та. Сĕннĕ саккун проекчĕн çак пункчĕ патне çитсен Патшалăх Канашĕн арçын-депутачĕсем (асăрхăр - вĕсем кăна, сесси ĕçне хĕрарăм-депутатсем те хутшăнчĕç пулин те, чĕннĕ хăнасен йышĕнче те вĕсем сахаллăн марччĕ, анчах пурте шыв сыпнă пек чĕмсĕр ларчĕç) «чĕрĕлчĕç». Парламент пуçлăхĕ асăннă пункта вуласанах хăшĕ-пĕри ăна тÿрех шÿте çавăрма хăтланчĕ. «Апла пулсан «Ача ашшĕ-герой» ят та çирĕплетсе хăварар», - текен те  тупăнчĕ залра. Депутатсем чылай чухне сăмаха уямасăр калаçнине илтме хăнăхнă пулин те, çак реплика чылайăшĕшĕн темле сивлеккĕн янăрарĕ-илтĕнчĕ. Хирĕçлекенсен шухăшĕпе пĕр ача çуратнă кирек мĕнле хĕрарăм та çак ята  тивĕçлĕ имĕш.

Паллах. Ача çуратни вăл хăех паттăрлăх. «Хĕрарăм çав самантра хăрах урипе тупăкра тăрать» тесе ахальтен каламан ватăсем. Çакна тĕпе хурсан - уйрăмах. Анчах 5 е 6 - 9, е 10 ачаллă хĕрарăм вара чăн-чăн паттăр мар-и; Вăл чысласа паракан хисеплĕ ятран пăрса хăварнă арçын-депутатсен умĕнче мĕнле  айăпа кĕнине, çав арçын-парламентарисен çавăн пек хăтланкаларăшне (урăхла сăмах тупаймарăм вĕсен шухăшлав-пĕтĕмлетĕвне палăртма) мĕнле ăнлантарма хăтланнине те илтес килетчĕ – пулмарĕ.

Юрать-ха, ун хыççăнах ку ыйту çĕршыв шайĕнче çĕкленчĕ. Совет Союзĕ саланнă хыççăн манăçа тухнă «Ача амăшĕ-героиня» ята тата «Амăшĕн мухтавĕ» («Материнская слава») орденпа «Амăшĕн медальне» («Медаль материнства») тепĕр  хут тавăрса вĕсемпе тивĕçлисене чысласа палăртаççĕ. Çавăнпа пĕрлех Амăшĕ-паттăрĕсем малтанхи, совет саманинчех палăртнă çăмăллăхсемпе усă курма пуçлĕç. Чăннипе ку ята тивĕçме халĕ кăштах çăмăлрах: малтанхи пек вунă ача мар, пилĕк  ача çуратса, тĕрĕс воспитани парса ÿстермелле. Çак сĕнÿпе Раççей Президенчĕ патне тухнă Волгоград облаçĕнчи Волжск хула Пухăвĕн  депутачĕсен шухăшĕпе, паянхи кун пилĕк ачаллă хĕрарăм чăннипех  тивĕç. Вулакан калама пултарĕ: «Патшалăх ача амăшне унсăрах пăрахмасть. Иккĕмĕш ача çуратсан, авă, мĕн чухлĕ укçа парать те...» Кирек мĕн шухăшлăр та, вăл тупра ачана сывă çитĕнтерсе ура çине тăратмалли тĕрев вырăнĕнче кăна.

Сăлтавсăр манăçа тухнă ырă пулăма тепĕр хут тавăрас шухăш-сĕнÿ Волжск хулинче те ăнсăртран сиксе тухнă иккен. Иртнĕ çулхи пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне хула влаçĕсем йĕркеленĕ йышăнура Волжскра пурăнакан чи нумай ачаллă амăшне Вера Маликовăна чыслама палăртнă. Президиума чĕннĕ 11 ачаллă амăшĕнчен вăл çак ятпа панă ордена мĕншĕн çакманнипе кăсăкланнă. Хисеплĕ хĕрарăмăн нимĕнле орден та, çавăн пекех нимĕнле ят та пулман... Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пынă тапхăрта, 1944 çулхи çулла, ордена тата медале çирĕплетнине ĕнентереççĕ энциклопеди словарĕсем. Темиçе çула пынă вăрçăра халăх пинĕ-пинĕпе пĕтнĕ, çын шучĕ чакнă. Генофондăн малтанхи шайлашуллă шутне çитерес  тесе ун чухнехи патшалăх ертÿçисем ача ытларах çураттарма хавхалантарас тĕллевпе асăннă йышăнăва çирĕплетеççĕ, çăмăллăхсене палăртаççĕ. Паянхи кун пирĕн пурнăçра вăрçă-харçăсăрах, хăш-пĕр юнлă хирĕçтăрăва шутламасан, демографи кризисĕ пырать. Шăпах вăл çак утăма - совет тапхăрĕнчи ырă пулăма çĕнĕ сĕм кĕртсе каялла тавăрма тăрăшмалла пек туйăнать. Пурлăх енчен пулăшнипе («Амăшĕн капиталĕ») пĕрлех амăшĕн сумлăхне те ÿстерсех пырар. Волгоград облаçĕнчи Волжск хула Пухăвĕн депутачĕсен шухăшĕпе демографи кăтартăвĕсене ÿстермелли чи лайăх мел вăл - «Амăшĕ - героиня» ятпа чыслани, «Амăшĕн мухтавĕ» орденпа тата «Амăшĕн медалĕпе» наградăлани. Тата çакăншăн паракан пособисен калăпăшне ÿстерни. Паллах, орден е медаль илессишĕн никам та ача-пăчаллă пулас теместех ĕнтĕ. кашни хĕрарăмах çут çанталăк панă тивлетпе витĕмсĕрех пепкеллĕ пулĕ, йăхне тăсĕ.

Çемье вăл, вырăссем калашле, «çичĕ - эпĕ». Асăрхарăр-и, пĕрре те мар, иккĕ те мар - çичĕ çын. Çемье статусне, паллах, çĕклемелле. Упăшкипе арăмĕ те - çемье. Анчах ача-пăчасăр мĕнле-ха; Çемье пĕлтерĕшне ÿстермесен, нумай ача çуратса, сывлăхлă-тĕреклĕ ÿстерсе, тĕрĕс воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларакан хĕрарăма - Ача амăшне - хальхи пекех хисепсĕр-сумсăр хăварсан пире малашне мĕн кĕтни пирки ыйтас килет те манăн. Ниçта та çухалса кайман, сăмах хутаççине пушă тăратман арçын-депутатсен хуравĕ çапларах пуласса малтанах пĕлсе тăратăп: «Çемьере миçе ача пулнине пăхмасăрах патшалăхăн общество ячейкишĕн тăрăшмалла...» Вăрттăнлăх мар, çав  ячейкăн тĕп пĕлтерĕшлĕ пайĕ - хĕрарăмах, ача амăшĕ!.. Ашшĕн сумне пĕтермесĕрех çапла калама хăюлăх çитеретĕп. Мĕншĕн тесен хам та икĕ ача ашшĕ.

... Чылай çул каяллахи ĕнер кăна пулса иртнĕн халĕ те куç умĕнчен каймасть, тахçанах манăçмалли ÿкерчĕк те аса илÿсен тĕтри витĕр ун чухнехи пулăма тепĕр хут сăнарлать: нумай ачаллă амăшĕсене чыслама ялти клуба халăх чышса тултарнă пек пухăннă. Ларма кăна мар, тăма та вырăн çук. Сцена умĕнчи вăрăм тенкелсем çинче - эпĕ лайăх пĕлекен, вĕсемпе пĕрле ялăн çеремлĕ урамĕсенче выляса-чупса çÿрекен, йăлтăр кÿлĕре шыва кĕрсе чÿхенекен, хĕллехи вăхăтра йĕлтĕр сырса тухса тĕрĕслемен сăрт-тăвайкки хăварман тантăшсемпе вĕсен йăмăкĕ-аппăшĕ, шăллĕ-пиччĕшĕ. Хитре пуставпа витнĕ сĕтел хушшинче - пирĕн атте-анне. Çав çулталăкăн çур çулĕнче çут тĕнчене килнĕ ачасене ят хунипе пĕрлех нумай ачаллă çемье шутне кĕнĕ ял-йыша ăшă сăмахпа (кам калани пĕлтерĕшлех мар, мĕнле туйăмпа чыслани витеретчĕ) саламлатчĕç, вĕсен ячĕпе  юрă-кĕвĕ янăратчĕ, кил-тĕрĕшре усă курмалли хатĕр-хĕтĕр парнелетчĕç. Хам та пилĕк ачаллă çемьере ÿснĕ те, эпир, вĕтĕр-шакăр, атте-аннепе пĕрле сцена çине улăхнин шăпах çав саманчĕ, паян та аса илÿ арчинче вырăн тупнăскер, çинчен çырнипе вĕçлес терĕм сăмахăма.

Çапах та... Çав кун сессире «Ача амăшĕ-героиня» хисеплĕ ят парасси çинчен хатĕрленĕ саккун проектне сирнĕ парламентарисен «йăнашне» тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕнчи ĕçтешĕсем ку ыйту патне тепĕр хут таврăнас шанчăк хĕмленет чунра. Вун-вун хисеплĕ ят хушшинче тăван анне-аппана, арăмсене, йăмăксене хисеплесе паракан хисеплĕ ят пулмаллах. Урăхла пулма пултараймасть! Вĕсем çинчен пуш уйăхĕн саккăрмĕшĕнче кăна аса илни пире чыс кÿмест. Вăл шутра - депутатсене те.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 марта 2008
00:00
Поделиться
;