Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çамрăксем сывă пурнăçшăн

Класс руководителĕсен, социаллă педагогсен семинарĕсем, тĕрлĕ форумсемпе конкурссем, спорт ăмăртăвĕсемпе кану каçĕсем... - яваплă çынсемпе çирĕплетнĕ мероприятисен планĕ тулăх. Март - апрель уйăхĕсенче  ирттерме палăртнăскерсем, пĕрлехи тĕллеве çыхăннă: çамрăксене наркотикла япаласемпе иленессинчен хăтарасси, хăйсен сывлăхĕшĕн яваплă пулма вĕрентесси, вĕсене профилактика мероприятийĕсене активлăрах явăçтарасси.

«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» ятпа иртекен икуйăхлăхăн малтанхи «çимĕçĕсем» пур ĕнтĕ - районти мĕнпур шкулта тенĕ пекех сывлăх урокĕсем иртрĕç. Район администрацийĕн сайтĕнче çак акцие халалласа ятарлă баннер уçăлчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 марта 2008
00:00
Поделиться
;