Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Андрей Коновалов халăхшăн тăрăшать

Вăл ертсе пыракан «Жилье» тулли мар яваплă общество ырă ĕçсемпе чылай палăрчĕ. Вĕсем пĕтĕмпех - çынсен ырлăхĕшĕн

 

Интерьер дизайнĕнчи хăюллă идейăсемпе чăваш халăхĕ хăйĕн кил -çурт йĕркелесе вырнаçтарас  ĕçре активлă  усă курать. Хăрăмпа тĕтĕмрен тасалнă ял çынни паян тăван «йăвине» меллĕрех, пурăнма майлăрах тума тăрăшать. Темиçе çул  каялла пÿртех шыв кĕртме, туалет-ванна вырнаçтарма пултарасси пирки шутламан та вăл. Юрать, çиçĕмле аталанакан пурнăçпа тан утма вĕрентекенсем хамăр хушăрах тупăнса пыраççĕ. Манăн вулакансене «Жилье» тулли мар яваплă обществăн директорĕпе Андрей Григорьевич Коноваловпа паллаштарас килет.

Пурнăç, ĕç опычĕ йывăрлăхсем, тумхахлă çулсем витĕр выртнăран, тÿрех калам, хăйĕн ĕçĕнче вăл чи малтанах çынлăх, пахалăх, ăнланулăх енĕсене мала хурать, халăха мĕнле ыйтусем пăшăрхантарнине витĕр  курать.

Вăл ертсе пыракан «Жилье» организаци - пурăнмалли çурт-йăр фондне юсаса çĕнетес сферăри çамрăк пĕрлешÿсенчен пĕри. Апла пулин те виçĕ çул ытларахри ĕç-хĕлĕ унăн курăмлă тата мухтавлă. 2004 çултанпа акă  ку организаци ĕçченĕсем 500 яхăн çемьене авари пуласран çăлса хăварма пултарнă, пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнче  пысăк ĕçсем пурнăçланă. Ашмаров урамĕнчи  3-мĕш çуртăн шыв пăрăхĕсемпе канализаци системине тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Унччен хутса ăшăтмалли тапхăра кашнинчен хăраса кĕтнĕ çынсем унтанпа кашни хĕле лăпкăлăхра ирттереççĕ.

Хыççăн шанса панă «Северный» микрорайонти çурт-йĕр фондĕнче те «Жилье» ĕçченĕсем калапăшлă ĕçсем пурнăçланă. Андрей Григорьевич  нумай пуçлăх пек вĕрентсе кăна тăман, рабочисемпе пĕр йышра ăшă системине, канализаци тăрписене улăштарассипе, путвалсенче йĕрке тăвассипе тимленĕ. Шел, халĕ ку районти çурт-йĕр фондне тытса тăрассипе ĕçлекен пĕрлешÿн «Жилье» ĕçченĕсенни пек хастарлăх çук. Хăш-пĕр çитменлĕхсем уççăнах куçа тăрăнаççĕ...

Андрей Григорьевичпа калаçнăçемĕн унра халăха пулăшас туйăм çав тери вăйлă пулнине асăрхатăн. Паян вăл çамрăкла  çунатланнă ĕмĕчĕ тулнипе тивĕçлипе мăнаçланма пултарать - хăйĕн пурнăçĕнче миçе çĕр çынна усă туман-ши вăл; Пысăкрах  ĕçсем, объектсем шаннă пулсан, паллах, ырă ĕçсем тата та ытларах пулнă пулĕччĕç. Калаçура сиксе тухнă çак шухăшпа канăçсăрланни Андрей Григорьевичăн сăн-питĕнче тÿрех палăрчĕ.

- Паян пирĕн Президентăмăр Николай Федоров пĕчĕк предприятисене аталанма майсем туса памалли, пулăшмалли çинчен тăтăшах калать. Çавăнпа  эпир те район администрацийĕнчен пысăк,  конкретлă ĕçсем шанса парасса кĕтетпĕр. Пурăнмалли çурт-йĕр, халăх хуçалăх объекчĕсен фончĕсене юхăнма парас марччĕ, ку структурăна çирĕппĕн аталанма ура çине тăратасчĕ, - тет мал тĕллевлĕ ертÿçĕ.

Çĕрĕшнĕ пăрăхсене çĕнетесси, системăна улăштарасси, меллĕрех тăвасси пĕр  сăмахсăр халăхăн ытларах пайне пăшăрхантарать. Нумайăшĕ ку енĕпе пулăшакансене реклама щитĕсенчи, пĕлтерÿ хăмисенчи, пичет изданийĕсенчи илĕртÿллĕ пĕлтерÿсем  тăрăх шырать. Шел, вĕсенчен пурте «ылтăнпа витме» панă сăмаха тытаймаççĕ çав. Укçи-тенкине евро стандарчĕпе сăптăраççĕ, анчах ĕçĕ - пĕр кунлăх, ячĕлĕх. «Жилье» ĕçченĕсем кунашкал тĕслĕхпе пĕрре кăна тĕл  пулман - халăх ыйтнипе ултавçăсен кăлтăкне сахал мар якатнă.

Тĕслĕхе мала хунăран, хăйĕн ĕçтешĕсене те вăл кашнинчех ултавран хăтăлма хистет. Çын пурлăхĕ çине хапсăнма ирĕк çук, тет вăл. 

Тен, çакă организацишĕн тăкаклă та пулĕ, анчах Андрей Григорьевич ĕç туса панă чухне халăхăн тупăшне те шута илет. Пурнăçланă ĕçшĕн тарифсене 2006 çулхисене (хаксене индексацилесе хăпартнă пулин те) хăварни те çакнах çирĕплетет.  Андрей Григорьевич Коновалов халăх нушине ăнланса ĕçленипех ĕнтĕ обществăра ырă ят-сум çĕнсе илнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна поселокри депутатсен Пухăвĕн депутатне суйланă.

- Çынсем шанни, паллах, ĕçлес туйăма татах ÿстерет. Эппин, вĕсене те мĕнле те пулин ырă ĕçпе тавăрмалла, - тет «Жилье» ертÿçи.

Паян «Жилье» тулли мар яваплă общество организацисемпе килĕшÿ никĕсĕ çинче ĕçлет. Шкулсене, ача сачĕсене, районти тĕп больницăна тата специалистсем ятарласа тытман ытти учрежденине сахал мар  комуналлă, сантехника тата инженерла пулăшу парать.

Пĕр сăмахпа, «Жилье» паян халăх канлĕхĕшĕн ĕçлет. Ял çыннисене пÿрте шыв кĕртме, канализаци тума, ăшă пăрăхĕсем вырнаçтарма пулăшать.

Мĕнпур сооруженисене пĕрекетлĕ ĕçлеттерме май пур, тĕрĕс вырнаçтармалла çеç. Ку енĕпе те пулăшма пултаратпăр, - кăмăллăн калаçать Андрей Григорьевич. - Заявкăсене  кĕске вăхăтра пурнăçлатпăр. Пĕтĕм ĕç касса витĕр тухать, налуксене вăхатра  тÿлетпĕр. Чи кирли - ĕçре пахалăхлă материалпа усă куратпăр, инженерла канашсем паратпăр.

Общество техника паркне те пуянлатса пыма тăрăшать. Нумаях пулмасть вăл акă юр тасатакан Т-30 трактор туянма пултарнă. Вăл предприятишĕн кăна мар,  пĕтĕм поселокшăн усăллă пулмалла.

«Жилье» обществăна пултаруллă специалистсем пĕрлешнĕ: Игорь Николаев мастер, Евгений Щербаткин тата Владимир Физерь слесарь-сантехниксем. Çавăн пекех договорпа ĕçлекен бригада пур.

«Жилье» организаци Вăрнар поселокĕнчи Советски урамĕнчи 17-мĕш çуртăн путвалĕнче вырнаçнă. Тел.: 2-20-50.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 марта 2008
00:00
Поделиться