Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ылтăн, кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ

Раççей Ял хуçалăх министерстви,  Мускав Правительстви, Раççей Ял хуçалăх академийĕ, «ГАО ВВЦ» акционерсен уçă обществи йĕркеленипе Мускавра  «Çĕр улми. Пахча çимĕç тата улма-çырла» курав  иртнĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчи  тата ют çĕршывсенчи предприяти-организацисем хутшăннă. Вĕсем  хăйсен экспозицийĕсене курав павильонне вырнаçтарнă. Кунта хамăр республикăри ял хуçалăх таварне туса илекенсем те апат-çимĕç продукцине илсе килнĕ. Вăрнар районĕнчен курава икĕ хуçалăх - «Санары» тата «Агрохмель»  - хутшăннă.  Пахалăхлă продукци çитĕнтернĕшĕн «Санары» агрофирма ылтăн, «Агрохмель» ООО кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 марта 2008
00:00
Поделиться
;