Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Район хаçачĕсĕр пурăнаймастăп

«70 çул ытла вулатăп «Çĕнтерÿ çулне» - пĕлтерчĕ Уравăшра пурăнакан Александра Васильевна Воробьева. - Малтанах район хаçатне атте çырăнса илетчĕ. Вăл вилнĕ хыççăн юратнă хаçатпа пĕр кун та уйрăлман. Вуласа тухнисене  нихçан та çунтарман, пăрахман, пухсах пыратăп».

Александра Васильевна 40 çул ытла тăван хуçалăхра дояркăра тимленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче тылра хастар ĕçленĕшĕн ăна Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей медалĕсемпе чысланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ахаль алла  усса ларман Александра Васильевна. Ялта пĕчченех пурăнать пулин те пĕчĕк хуçалăх тытать вăл. Çулла пахчара ĕçлеме юратать. Çавăнпа та Александра Васильевна «Халăх ыйтать, сĕнет, канашлать» ятлă усăллă канашсен страницине уйрăмах  кăмăллать. «Хăш чухне хаçата хама кăсăклантаракан ыйтусене те çырса яратăп - малалла калаçăва  тăсать Шура кинеми. - Кунран кун улшăнсах пырать район хаçачĕ, юлашки вăхăтра интереслĕ статьясем нумай пичетленсе тухаççĕ. Çакă, паллах савăнтарать. Районта пулса иртекен çĕнĕлĕхсемпе те хаçат урлă кăна паллашатпăр çав».

Паян Александра Васильевна хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Çак кун ячĕпе эпир ăна чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, канлĕ ватлăх сунатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 марта 2008
00:00
Поделиться
;