Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Суя документпа усă курнăшăн

Кăçалхи февральте кăна РФ Уголовлă Кодексĕн Указĕн 327-мĕш статйипе - суя документсем туса усă  курнăшăн тата сутнăшăн - виçĕ уголовлă ĕç пуçарнă.

Тĕпрен илсен, çакнашкал преступленисемпе Мускаври, Санкт-Петербургри аслă шкулсенче вĕренекенсем лекеççĕ. Пассажир поезчĕсенче çÿренĕшĕн сахалрах укçа тÿлес тĕллевпе вĕсем шкулсенче справкăсем илеççĕ. Ку вĕренÿ заведенийĕсенчен тахçанах пĕлÿ илсе тухнă пулин те, хăйсене шкул ачисем тесе çыртараççĕ. Вăтам шкулсенче вĕренекенсен çур хакпа чукун çулпа çÿреме ирĕк пур-çке. Çак сăлтав  хĕтĕртет те çамрăксене саккуна пăсма. Анчах преступленишĕн явап тыттарасси пирки вĕсем ытлашшиех шухăша каймаççĕ.

Шкул ачисене çăмăллăхсем панă тапхăрта транспорт милицийĕ инçете çÿрекен поездсенче тăтăшах рейдсем ирттерет. Шăпах та тĕрĕслев вăхăтĕнче суя справкăллă пассажирсем йĕрке хуралçисен аллине лекеççĕ те. Çамрăксем ку преступлени йывăрах мар тесе шутлаççĕ курăнать, ытла та çăмăлттайла хăтланаççĕ. Анчах поездпа çакăн пек суя  «çăмăллăхпа» çÿренĕшĕн, саккунпа килĕшÿллĕн, уголовлă явап тыттарма пăхнă. Çăмăллăнах  виçĕ çуллăха ирĕкрен хăтарма май пур.

Асăрхаттаратпăр: суя справкăпа усă курса çур хакпа туяннă билет суд тенкелĕ çине илсе çитерет. Вăтам шкулсенчи должноçри çынсене те, фиктивлă справкăсем туса паракансене, çак саккунсăр ĕçшĕн уголовлă явап тыттарнине тепĕр хутчен аса илтеретпĕр.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, хăвăрăн çула çитмен ывăлăр-хĕрĕр тунă киревсĕр ĕçсемшĕн эсир яваплине ан манăр. Енчен те ачасем саккуна пăсаççĕ, преступленисем тăваççĕ пулсан, ашшĕ-амăшĕсем хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаннине пĕлтерет. Саккунпа килĕшÿллĕн çакăншăн та административлă явап тыттарма палăртнă, суд тăкаксене те ашшĕ-амăшĕсенчен шыраса илме йышăнать.

Асра тытăр: паян эсир суя документсене пула сахалрах тÿлетĕр, анчах каярахпа çакăншăн пысăкрах тăкаксем саплаштарма тивĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 марта 2008
00:00
Поделиться
;