Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕслĕх библиотекăн майĕсем пысăк

Кăçалхи апрель уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри библиотека кунĕ умĕн районти тĕп библиотека пуçарăвĕпе районти мĕнпур библиотекăсем хушшинче «Çулталăкри библиотека» конкурс ирттерме палăртнă. Вăрманкасра тĕслĕх библиотека уçни çулталăк çурă. Çавна май конкурса мĕнле çитĕнÿсемпе хутшăнма хатĕрленнипе паллашас шутпа, хăй вăхăтĕнче çак библиотекăра 24 çул вăй хунăскер, хаваслă кăмăлпа кунта çитрĕм.

Кунта халĕ кĕнеке илсе вулама çеç мар, компьютерпа тĕрлĕ информаци илме, ял тата унăн паллă çыннисем çинчен сюжетсем курма, электронлă изданисемпе паллашма, чăвашсем ĕлĕк усă курнă кĕпи-тумтирĕпе, савăт-сапине курса тĕлĕнме ачасем кăна мар, çитĕннисем те, тивĕçлĕ канăва тухнисем те йышлăн çÿреççĕ.

Вăрманкас библиотеки яланах ырă тĕслĕхре пулнă, кăтартуллă ĕçсемшĕн унччен те темиçе хутчен «Республикăри чи лайăх библиотека» ята тивĕçнĕ. Тÿрех каламалла, çитĕнекен ăрăвăн ăс-тăнне аталантарма, информаци илессине ÿстерме библиотека ертÿçи Любовь Семеновна Чудакова нумай вăй хурать. Вăл кунта 26 çул тимлет, унччен пĕр çул районти тĕп библиотекăра  вăй хунă. Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинчи библиотека уйрăмне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ.

Вăл вулакансемпе яланах вашават, сăпайлă, ăшшăн калаçать.

Библиотека фондĕнче 8000 яхăн кĕнеке. Вăл шутра энциклопедисем, справочниксем, словарьсем, илемлĕ литература, пособисем тата ытти те. Вулама кăна ан ÿркен. Кунти библиотекăра çук кĕнекесене халĕ электронлă майпа ытти библиотекăсенчен ыйтса илме май пур. Библиотека фондне хутшăнса пыракан çĕнĕ кĕнекесем çинчен Л.С.Чудакова яланах вулакансене пĕлтерсе тăрать, кĕнеке выставкисем, литература каçĕсем, конкурссемпе вăйăсем, конференцисем,  литература обзорĕсем, тематика каçĕсем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулусем  ирттересси ырă йăлара.

Ялти ят-сумлă çынсем, педагогсемпе медицина ĕçченĕсем - библиотекăна куллен пулăшаканĕсем. «Çитетпĕр хĕрĕхе, иртетпĕр хĕрĕхрен», «Сывă пурнăçшăн» (шейпинг) клубĕсем ĕçлеççĕ кунта. Ялти библиотека иртнĕ çулта «Ача çулталăкне» тата «Вырăс чĕлхин çулталăкне» чылай мероприяти халалланă.

Хамăрăн Тăван çĕршыв, тăван ен, ентешсен историне пĕлмесĕр малашлăх çук. Çак тĕллевпе библиотека çулсерен патриотизмла воспитани енĕпе тĕрлĕ мероприятисем ирттерет. Библиотека ачасемпе çамрăксене çутçанталăка юратма вĕрентес, ăна сыхласа упрама хăнăхтарас тĕлĕшпе те чылай ĕçсем тăвать.

Сăмахран «Çутçанталăка упрасси - кашнин тивĕçĕ» кĕнеке выставкине йĕркеленĕ. Библиотекăра «Чечеленет чăваш çĕршывĕ»  краеведени кĕтесĕ те пур. Унта вырăнти экологи ыйтăвĕсене çутатакан материалсене вырнаçтарнă. «Люби и знай свой край» кĕнеке выставкине, «Тăван тавралăх топонимики». «Тăван ялăм, савнă ялăм» тематикăлла папкăсене хатĕрленĕ альбомсене курма пулать. «Кашнин пултăр ыр йăла: пурăнар тасалăхра» темăпа экологи конкурс, «Санăн хăвăн пахчунтах - аптека» темăпа викторина ирттернĕ.

Вулакансене экологи пĕлĕвĕ парас енĕпе  конкурссене хутшăнса библиотека Хисеп грамотине  те тивĕçнĕ.

Çапла, кăтартуллă библиотекăн пуçарулăхĕпе çĕнĕ варкăшне курса паллашма питех те кăмăллă пулчĕ.

Кăçалхи мероприятисем планĕ те анлă. Вĕсене библиотека тусĕсем хастар хутшăнасса шанас килет.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 марта 2008
00:00
Поделиться
;