Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Васкакан вакка сикнĕ

Çуркунне çитнĕ май çулсем юртан тасалма тытăнчĕç кăна, водительсем хăйсене ирĕклĕ  туйма - пысăк хăвăртлăхпа çÿреме - пуçларĕç. Çавна  май çул-йĕр правилисене пăсакансене,  çав шутра хăвăртлăх режимне ÿстерекенсене те, тупса палăртас тĕллевпе ГИБДД  уйрăмĕ кунсерен автоçулсем çинче тĕрĕслевсем ирттерет. Шутласа пăхăр-ха: районти çулсем çинче çырăнакан инкексен 30 проценчĕ шăпах та çил пек вĕçтерсе çÿрекен водительсен айăпĕпе пулса иртет-çке. Каçхи тĕттĕм вăхăтра хăвăртлăха ÿстерни уйрăмах хăрушă.

Кăçалхи мартăн 5-мĕшĕнче акă, ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем «Хăвăртлăх» ятпа ирттерекен рейда тухрĕç. Ку тĕрĕслев вăхăтĕнче кăна хăвăртлăх режимне пăснă 30 водителе чарнă. Сăмах май, çул-йĕр правилисен çак пунктне пăхăнманшăн 100 тенкĕрен пуçласа штраф хураççĕ тата транспорт хатĕрĕпе çÿреме ирĕк паракан праваран 4-6 уйăхлăха хăтарма пултараççĕ.

Мартăн 14-мĕшĕнче иртнĕ «Техника тĕрĕслевĕ» рейд вăхăтĕнче те çул çинчи йĕркелĕхе пăснă 33 тĕслĕх тупса палăртнă. Çав шутра 25 водитель патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларман транспорт хатĕрĕн рулĕ умне ларнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 марта 2008
00:00
Поделиться
;