Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Юрлакан тĕнче хитре

Вăрнарти ÿнер шкулĕн вĕренекенĕсем республикăра çак ятпа иртнĕ ача-пăча хор коллективĕсен конкурсĕнче палăрни - пĕрремĕш çитĕнÿ мар.

Нумаях пулмасть акă Татьяна Ильинан вĕренекенĕсем сольфеджио енĕпе республикăра  1- тата 2-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Алена Сухарева ертсе пыракан хор уйрăмĕ «Заветный час» конкурса хутшăнса пĕрре мар филармони сцени çине тухма тивĕçнĕ. Ирина Стешко акă çăлтăрсен  шутне çырăнчĕ.

Художество уйрăмĕн виçĕ вĕренекенĕ Элли Юрьев ячĕллĕ конкурсра хавхалантару призĕсене тивĕçнĕ.

Паян ÿнер шкулĕ 18 педагога тата 200 ытла ачана пĕрлештерет. Вăрманкасра тата Мăньял Хапăсра унăн филиалĕсем ĕçлеççĕ. Коллектива Надежда Катанаева ăнăçлă ертсе пырать.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 марта 2008
00:00
Поделиться
;