Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

250 ПИН ТЕНКĔЛĔХ ПУЛĂШУ

«Август» фирмăн Вăрнарти филиалĕ Асап тÿснĕ тата Çĕнтерÿçĕ Георгий чиркĕвĕн строительство ĕçĕсене хăвăртлатма панă укçа хисепĕ шăпах  çак суммăпа танлашать. Предприяти чиркĕве унччен те пĕрре мар укçа-тенкĕпе пулăшнă.

Чиркÿ настоятелĕ Александр атте «Çĕнтерÿ çулĕн» вкладышпа  тухакан «Георгиевский листок» хаçатĕнче купол туянма чĕререн пулăшу ыйтни çине уйрăм çынсем те хурав панă. Вăрнарти  Афанасьевсем - Тамара Яковлевнапа Николай  Афанасьевич ветерансем - пархатарлă  ĕçе 1500 тенкĕ хывнă.

Сăвап туни ырăпах таврăнать. Чиркÿ вара кашни çыннах чун канлĕхĕ кÿрет. Эппин, ăна çĕклес ĕçе районти мĕнпур предприяти-организацин, предпринимательсен, уйрăм çынсен хăйсен тÿпине хывасчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 марта 2008
00:00
Поделиться
;