Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçне кура - хисепĕ

Тăрăшса, тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракансене яланах сума сăваççĕ. Акă районти тĕп больницăра флюорографи кабинетĕнче  вăй хуракан Ирина Григорьевна Иванова врач-рентгенолог пирки çынсем ырă сăмахсем каланине кăна илтме пулать.

- Ирина Григорьевна питĕ ырă кăмăллă, тарават, сăпайлă. Вăл хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлать,  - теççĕ çамрăксем те, ватăсем те. - Апат вăхăтĕнче те флюрографи кабинечĕ уçă пулнăран черете нумай вăхăт тăмалла мар.

Врач-рентгенолог каланă тăрăх, куллен вăтамран 100 çын флюорографи витĕр тухать. Медицина тĕрĕслевĕн кунĕнче 200-250 çынна та йышăнма тивет, «Сывлăх» наци проекчĕ пулăшнипе пирĕн кабинет 2006 çулта пĕчĕк дозăллă цифрăллă «Электрон» флюорографпа, икĕ компьютерпа тата сĕтел-пуканпа пуянланчĕ. Çĕнĕ оборудовани пирĕн ĕçе çăмăллатать, пациентсен сывлăхне пахалăхлăрах тĕрĕслеме май  парать», - пĕлтерчĕ Ирина Григорьевна.

Ăста тухтăр 1996 çулта Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Вăл 1998 çулта районта тĕп больницăра фтизиатрта тимлеме тытăнать. Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине асра тытса Ирина Григорьевна ĕçленĕ вăхăтрах тухтăрсен пĕлĕвне ÿстерекен Хусанти институтра ăс-тăн пухать. Халĕ вăл иккĕмĕш çул  ĕнтĕ врач-рентгенологра тăрăшать.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 марта 2008
00:00
Поделиться
;