Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Алла-аллăн ĕç ÿсĕмлĕ

Культура сфери паян кадрсен ыйтăвĕн çивĕчлĕхне тÿснине шута илсен, ку тытăмра чăн-чăн патриотсем пĕтменни чăнахах савăнтарать. Хамăн статьяри тĕп сăнара манăн ялăн чĕрĕ варкăшĕпе танлаштарас килет. Нихăçан та чапшăн хыпса çуннине, ырă ятшăн ячĕшĕн ĕçленине курман ăна. Тăван ял çыннишĕн-тĕк - эппин, пĕтĕм вăй-халтан, чунтан! Акă мĕнлерех унăн ĕç принципĕ. Ку çеç мар, ытти  çĕрте массăллă мероприятисене ял-йыш çапла туслăн, пĕр çын юлмиччен тенĕ пек хутшăннине те сайра-хутра кăна курнă.

Хурăнсур Çармăсри Михаил Кузьмина пĕр сăмахсăрах тăван ял культурине аталантарасси, ун вăйне ÿстересси, халăх йăли-йĕркине сыхласа хăварасси пирки кунĕн-çĕрĕн шутлакан çынсен йышне кĕртмелле. Шел, кунашкаллисем пирĕн хушăра шутлă кăна.

- Акă пирĕн пĕтĕм ĕç, - терĕ Михаил Григорьевич сăн ÿкерчĕк альбомĕсене пĕрин хыççăн теприне сĕтел çине кăларса хунă май. Вунă çул ытла пухăннăскерсенче хăйсем ирттернĕ, хутшăннă мĕнпур культура, спорт мероприятийĕ сăнланса  юлнă. Вĕсем ахаль сăн ÿкерчĕксем мар - ял историйĕн пĕр пайĕ.

Михаил Григорьевич культура ĕçченĕ пулмах çуралнă, хăй дипломлă ял хуçалăх специалисчĕ пулин те. Вăл ертсе пынă вунвиçĕ çулта Хурăнсăр Çармăсри пултарулăх ушкăнĕ вуникĕ çул халăх хорĕн титулне алăран вĕçертмен. Кунсăр пуçне - «Чăваш ен чечекĕсем» фестиваль лауреачĕ, ташă коллективĕсем хушшинче иртнĕ республика конкурсĕн дипломанчĕ.  Район, республика шайĕнче çĕнсе илнĕ Хисеп хучĕсем чылай. Смотр-конкурссен çулленхи призерĕ. Юлашки çулсенче кăна укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕчленнĕрен хурăнсур-çармăссен пултарулăх ушкăнĕпе республикăна тухасси  самай сайраланнă. Апла пулин те ялти  культура вучахĕ хĕмленме пăрахман-ха - кану каçĕсем, концертсем, спорт турнирĕсем тăтăш иртеççĕ.

Мероприятисен планне тишкерсен, культура çурчĕ культурăпа спорта пĕр тан аталантарни тÿрех палăрать. Çакă клуб ертÿçи хăй те сывă пурнăç йĕркин пысăк тусĕ пулнипе çыхăннă, вăл - йывăр атлетика енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, республика тата Атăл тăрăхĕнчи хуласен чемпионĕ.

Культурăпа спорт комплексне хута яман пулин те, çĕнĕ çуртра чылай мероприяти ирттернĕ ĕнтĕ. Йăлара - Чечня вăрçин паттăрне В.Антонова асăнса ирттерекен турнир. Маларахри çулсенче вăл спортăн пĕр тĕсĕпе - футболпа - кăна  иртнĕ пулсан, кăçалтан пилĕк тĕсе пĕрлештерет. Йывăр атлетика, шашка-шахмат, сĕтелçи теннис, футбол секцийĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ.

- Ялта çамрăксем нумай. Вĕсем активлă пулнăран мероприятисем те  ирттерес килет, - савăнăçне пытармасть клуб ертÿçи. Календарьти хĕрлĕ датăсене, йăла уявĕсене çÿллĕ шайра йĕркелеççĕ. «Хорнзор» хуçалăх пулăшнипе çулсерен ял уявĕ иртет.

Сăмах май, вырăнти хуçалăх ĕçченĕсем - культура çурчĕн чи активлă членĕсем. Бригадăсем хушшинче çулсерен йĕркелекен фестиваль чăн-чăн талантсене тупса палăртма май  панă ĕнтĕ.

- Юнашар пултаруллă çынсем пурăнни, вĕсем культурăран пăрăнманни ĕçлес кăмăла ÿстерет. Пĕлтĕр фестиваль хыççăн çуралнă шухăш халĕ те  канăç памасть - пирĕн халăх театрĕн ятне илмеллех, - тет Михаил Григорьевич. - Хуçалăхра ĕçлекенсемпе аслă классенчи хĕрсен «Тарават» эстрада ушкăнĕ чылай концерт парать. Ачасен «Шанчăк» фольклор ушкăнĕн малашлăхĕ пысăк...

Хурăнсур-çармăссем ялти клуб сцени çинче «çăлтăр» ÿссе çитĕннипе те мухтанма пултараççĕ. Мĕн пĕчĕкрен юрри-ташшипе савăнтарнă Лилия Воробьева халĕ, шкулта вĕреннĕ вăхăтрах К.Иванов ячĕллĕ чăваш академи драма  театрĕпе туслă çыхăну тытнăскер, - чăваш патшалăх университечĕн культурологи факультечĕн студентки.

Анчах пăшăрхантаракан ыйтусем те çук мар. Чи хумхантараканни - специалистсем çитменни. Паян акă Хурăнсур Çармăсра кăна мар, ытти клубсенче те баянист çуккипе аптăраççĕ. Мероприятисене тухса çÿреме бюджетра укçа-тенкĕ хывса хăварманни те - пуçа ыраттаракан ыйтусен шутĕнче.

- Ĕçлес кăмăл пысăк. Хамăр та тăрăшатпăр, пулăшу кÿрсен тем пекехччĕ. Кăçал акă çĕршывра пуçласа Культура ĕçченĕн кунне паллă  тума тытăнаççĕ. Çакă чĕресенче пысăк шанăç çуратать, хавхаланăва ÿстерет. Плансем пысăк, çураки пуçланиччен, сăмахран, ял çыннисем валли кашни эрнерех спорт вăййисем, кану  каçĕсем ирттерсе пама палăртнă, - пĕлтерчĕ культура çурчĕн директорĕ.

Культурăна аталантарас ĕçре Михаил Григорьевича ĕçтешĕсем те Владислав Шашков худрук тата Валентина Егорова библиотекарь - пысăк пулăшу параççĕ. Алла-аллăн ĕç вара яланах ÿсĕмлĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 марта 2008
00:00
Поделиться
;